Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Раççей Геройӗпе Николай Гавриловпа тӗлпулу иртрӗ

Апрелӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Пичет çуртӗнче Раççей Геройӗпе Николай Гавриловпа тӗлпулу иртрӗ. Унта кӗнеке кăларакансем, журналистсем, шкул ачисем, волонтерсем, артистсем хутшăнчӗç.

Николай Федорович Чăваш Енри Канаш районне кӗрекен Янкăлч ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вăл тăван ене час-час килсе çӳрет, тăван чăваш чӗлхине питӗ юратать. Уншăн тӗслӗх вырăнӗнче Василий Чапаев начдивпа Андриян Николаев космонавт. 

Раççей Геройӗ çынлăх, сипетлӗх тата тӗрӗслӗх çинчен нумай калаçрӗ, пурнăçран тӗслӗхсем илсе кăтартрӗ. Ачасем калаçăва хастар хутшăнчӗç, Николай Федоровича нумай ыйту пачӗç. Акă вӗсенчен хăш-пӗрисем:

– Ача чухне эсир кам пулма ӗмӗтленнӗ?

– Эпӗ пӗчӗк чухне Андриян Григорьевич Николаев космоса вӗçрӗ. Çавăнпа манăн космонавт пулас килетчӗ. Космосах вӗçсе çитеймерӗм, çапах та летчик пултăмах. Çавăнпа манăн ӗмӗтӗм пурнăçланчӗ тесе шутлатăп. Мана Андриян Николаевпа 2002-2003 çулсенче Мускавра куçа-куçăн та тӗл пулма шăпа пӳрчӗ. Эпӗ ăна хама професси суйлама пулăшнăшăн чӗререн тав турăм. Андриян Григорьевич мана ун чух çурăмран ăшшăн лăпкарӗ те: «Маттур!» – терӗ. 

– Шкулта вӗреннӗ чух мӗнле предметсене ытларах кăмăллаттăрччӗ?

– Эпӗ лайăх вӗренеттӗм. Уйрăмах математикăна, физикăпа физкультурăна кăмăллаттăм. 

– Мӗн çинчен ӗмӗтленетӗр?

– Ятарлă çар операцийӗ пирӗн çӗнтерӳпе хăвăртрах вӗçлентӗрччӗ.

Николай Федорович Афганистанра хӗсметре тăни, хăйӗн профессийӗ çинчен те каласа пачӗ. Хӗсметре тăнă вăхăтра лейтенантран пуçласа генерал-лейтенанта çитнӗ вăл, Ми-8 вертолетпа 3000 хутчен çар вӗçевне тухнă. Чăваш Енре 9 палăк лартнă мухтавлă Герой. 

Тата çакна та каласа хăвармалла: Николай Гаврилов хăйӗн профессийӗнче Эльбрус тăвӗн тăррине вертолетпа анса ларма пултарнă пӗртен-пӗр летчик. Çавăн пекех Çурçӗрпе Кăнтăр полюсӗсене те вертолетпа аннă вăл. 

– Ку питӗ хăрушă, питӗ аякра. Манччен те, ман хыççăн та унта никам та вертолетпа вӗçсе çитеймен-ха, – терӗ Николай Федорович. 

Тӗлпулăва Елена Геращенко юрăç тата композитор хăйӗн авторла  юррисемпе илем кӳчӗ. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова хисеплӗ ентешӗмӗре «Чебоксары. Шупашкар» кӗнеке-альбом парнелерӗ. 

 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование встреча патриотизм