ĂÇТА ПУРĂНАÇÇӖ ЧИ ПУЯН ПЕНСИОНЕРСЕМ?
Çӗнӗ хыпарсем

ĂÇТА ПУРĂНАÇÇӖ ЧИ ПУЯН ПЕНСИОНЕРСЕМ?

Тутарстан Республики пенси шайӗпе, пенсионерсен пурӑнмалли минимумӗпе (ПМП) танлаштарсан Раççей регионӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Тутарстан Республики пенси шайӗпе, пенсионерсен пурӑнмалли минимумӗпе (ПМП) танлаштарсан Раççей регионӗсен хушшинче  тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ, пӗлтерет «Татар-информ» ИА Bankiros.ru портал тӗпчевӗн кӑтартӑвӗсем çине таянса.

Сăнӳкерчӗк: нейросеть генерацийӗ

Тӗслӗхрен, Тутарстанра пенсионерсен пурӑнмалли минимумӗ 13 844 тенкӗпе танлашать, вӑтам пенси шайӗ вара 25 417,6 тенкӗпе танлашать. Уйрӑмлӑх 84 процента яхăн.

Рейтинга шанас пулсан чи пуян пенсионерсем Тюмень облаçӗпе ХМАО тăрăхӗнче пурăнаççӗ, ку регионсенче пенсин вӑтам шайӗ  пенсионерсен пурӑнмалли минимумӗнчен икӗ хут ытларах. Топ-3 шутне Белгород облаçӗ кӗрет. Ку регионта кӑтарту 88 процентпа танлашать. Липецк облаçӗ 83 процентлă кăтартупа пиллӗкмӗш вырăнта.

Аутсайдерсен шутне Чукотка (3 процент), Кабардинпа Балкар  (12 процент), Байкал тăрăхӗпе Еврейсен автономи округӗ (25-шер процент) кӗнӗ.


#пенсия

Нет комментариев