Шкул çулне çитменннисене пӗлӳ паракан учрежденисен – ача сачӗсен – кӗçӗн воспитателӗсен хушшинче октябрӗн 26-мӗшӗнче «Супер‑Няня‑2026» конкурс пуçланнă. Ăна Хусан хулин пӗлӳ управленийӗ йӗркелет.
Ку конкурса ирттерме Хусан хула Думин депутачӗ, «Единая Россия» фракци пайташӗ Петр Королев пуçарупа тухнă. Вăл хăйӗн сӗнӗвне çапла ăнлантарса панă:
«Ӗç кунӗсенче те, уявсенче те ытти должноçри ӗçченсем пек тимлӗх, хисеп уйăрмаççӗ вӗсене, анчах ача садӗнче унсăр пурнăç чарăнса ларать. Кӗçӗн воспитатель ачасене çиме те пулăшать, тӳммине те лартать, йӗрекене йăпатать, воспитательсене пулăшать. Проектăн тӗп идейи – кӗçӗн воспитательсен (няньăсен) ӗçне тивӗçлипе хакласси».
Конкурса çак вăхăтра садикре тăрăшакан кӗçӗн воспитательсем хутшăнма пултараççӗ. Пӗр ача садӗнчен темиçе няня та хутшăнма пултарать, чару çук. «Супер‑Няня‑2026» «Единая Россия» халăх программин приоритечӗсемпе текилӗшсе тăрать.
Конкурса ноябрӗн 12-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Вăл икӗ тапхăртан тăрать: куçăн мар майпа иртекен тапхăрта йӗркелӳçӗсем конкурсанткăсен хăйсем çинчен, ӗç опычӗ çинчен каласа паракан материалӗсене пăхса хаклаççӗ. Куçăн майпа иртекен тапхăра пысăк баллсем пухнă кӗçӗн воспитательсем иртеççӗ.
Ача сачӗсемпе çыхăннă тепӗр хыпара та асăнса хăварар. 2027 çулта ача сачӗсене тӗпрен юсассипе çӗнӗ программа ӗçлеме пуçлать. «Федераллă бюджет проектӗнче çӗнӗ ача сачӗсен строительствине 25 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă, шкул çулне çитменнисен учрежденийӗсене юсама – 47 миллиард тенкӗ. Çакăн çинчен «Единая Россия» парти Председателӗ Дмитрий Медведев пӗлтернӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев