Укçа çуккипе тарăхса çитнӗскер, 2025 çулта ноябрь уйăхӗнче пӗлӗшӗ банк карттине 5 пин тенкӗлле сутма сӗнсен, килӗшнӗ
Анат Камăри полици сотрудникӗсем пӗр студентка (2008 çулхи) хăйӗн банк карттисене палламан çынсене укçалла сутнине пӗлнӗ. Укçа çуккипе тарăхса çитнӗскер, 2025 çулта ноябрь уйăхӗнче пӗлӗшӗ банк карттине 5 пин тенкӗлле сутма сӗнсен килӗшнӗ вăл. Каярах тепӗр банк карттине те сутса янă. Ултавçăсем çынсенчен улталаса илнӗ укçана çак хӗрачан банкри шучӗ урлă куçарнă, илнӗ иккен. Çакна кура банк шута хупнă. Пулса иртнине хальхи вăхăтра полици тӗпчет. Унтан тин хӗрача енӗпе мӗнле йышăну тăвасси паллă пулать.
Нет комментариев