Тин çырма пуçланă çамрăк поэтсемпе çыравçăсен «Родной язык – душа народа» республика конкурсне хутшăнма пултараççӗ. Заявкăсене октябрӗн 26-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççӗ. Тутарстанра пурăнакан халăхсен – тутар, вырăс, чăваш, мари, мордва, удмурт тата ытти – чĕлхисемпе çырнă хайлавсене тăратма пултараççĕ унта авторсем.
Конкурса Тутарстанран, Раççейĕн ытти регионĕсенчен тата ют çĕршывсенчен 16–35 çулхи çыравçăсем хутшăнма юрать. Конкурс икĕ номинаципе иртет: шкул çулне çитмен тата кӗçӗн классенче вӗренекен шкул ачисем валли юмах тата фэнтези жанрӗсемпе проза, çавăн пекех ача-пăча поэзийӗ.
Хайлавсен теми ачасем çулсем çинче хăйсене тӗрӗс тытмалли правилăсемпе тата çул-йӗр инкекӗсенче аманасран профилактикăпа çыхăнмалла. Вӗсен хăйне евӗрлӗ пулмалла, конкурс темипе килӗшсе тăмалла, маларах пичетленнисене конкурса йышăнмаççӗ.
Заявкăсемпе конкурс ĕçĕсене guncbgd@mail.ru электронлă почтăпа ноябрĕн 26-мĕшĕччен ярса памалла. Çыру теминче «Родной язык – душа народа» тесе палăртмалла. Хайлавпа пĕрле хутшăнакансен хăйсем çинчен калакан информацие ярса памалла.
Конкурса декабрь уйăхӗнче пӗтӗмлетеççӗ, кашни номинацире пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнакансене палăртаççӗ. Çĕнтерӳçĕсемпе лауреатсене дипломсемпе укçа парса хавхалантараççӗ, кашни хутшăнакана электронлă сертификат параççӗ.
Конкурса Тутарстан Наука академийӗ, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, Тутарстан Патшалăх Автоинспекцийӗ, «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗ тата Хусанти патшалăх культура институчӗ йӗркелеççӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе ачасене çул хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентмелли чи лайăх хайлавсен пуххине кăларма палăртнă.
Нет комментариев