Kazan Digital Week форумра технологисен экспортне тата IТ-хутшăнусене сӳтсе явӗç
Тӗп хыпар

Kazan Digital Week форумра технологисен экспортне тата IТ-хутшăнусене сӳтсе явӗç

Октябрӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Хусанта Kazan Digital Week форум иртет. Раççейре цифра трансформацине халалланă тӗп мероприятисенчен пӗри власть, бизнес, наука тата вӗренӳ представителӗсене пӗр çӗре пухать. Кăçал форума тӗнчери 50 ытла çӗршывран 300 ытла компани представителӗсем хутшăнасси паллă.

Форумăн ӗçлӗ программи шайӗнче октябрӗн 30-мӗшӗнче 10.00 сехетре ТР Çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн  министерстви «Развитие международного сотрудничества в ИТ» сесси ирттерет. Дискуссие хутшăнакансем  пӗтӗм тӗнчери технологи альянсӗсене аталантарассине, глобальлӗ шайра пӗрле ӗçлессине, стартапсене инвестици хывмалли механизмсене тата ют çӗршыв рынокӗсем валли кадрсем хатӗрлессине сӳтсе явӗç. Тӗлпулăвăн модераторӗ – ТР çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн  министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов.  Сессие ют çӗршывсен профильлӗ министерствисен пуçлăхӗсемпе ведомствисен ертӳçисем хутшăнӗç.


Kazan Digital Week Казаньфорум

Нет комментариев