Хусанта Чăваш Енре çуралса ӳснӗ 19 çулти каччă урамра тупнă ют банк карттине лавккасенче тӳлеме усă курнă. Кун пирки Раççей ШӖМӗн Хусанти управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
1977 çулта çуралнă хӗрарăм полицие унăн банк карттипе тунă транзакцисем çинчен сообщенисем килнине пӗлтернӗ. Оперативлă шырав мероприятийӗсем вăхăтӗнче «Промышленный» полици уйрăмӗн уголовлă шырав ӗçченӗсем йӗрке пăсакана тупса палăртнă, ăна пурăнакан вырăнта тытса чарнă.
Çамрăкскер хăйӗн айăпне йышăннă.
Нет комментариев