Çӗнӗ хыпарсем

Кулленхи пурнăçа хăнăхма

Хусанта сывлăх аталанăвӗпе уйрӑмрах ачасем валли улттӑмӗш вӗренӳпе тренировка хваттерӗ уҫнă

 

квартира тренажер казань

Тренировка иртмелли вырăн Восстани урамӗнчи 59-мӗш ҫуртра 35,7 тӑваткал метр лаптӑк йышăнакан хваттерте. Кун çинчен Хусан порталӗнче мэри пресс-служби пӗлтерет.

Тренировка-хваттере юсаса кирлӗ оборудованипе тивӗçтерме 1,3 миллион тенкӗ укçа тăкакланă. «Добрая Казань» автономлă коммерцилле мар организаци ку суммăна «Елмай» ача-пӑча паркӗнче ҫуркунне «Ыркăмăллăх ярмаркки» ирттерсе пухнă. Халиччен вăл кун пек акцисем ирттермен.

Пӳлӗме студи пек проектланӑ, вӑл вӑйӑ лаптăкӗ те, вӗренӳ класне те куҫать. Санузелпа душ пӳлӗмне уйрӑм хатӗрленӗ. Кунтах йӑлари хӑнӑхусене вӗрентме кирлӗ мӗнпур хатӗр-хӗтӗр вырнаçтарнă кухня. Хваттерти пур сӗтел-пукана, пӳлӗме, ванна пӳлӗмӗпе кухньăна ачасене вӗрнме тунă.

восстания 59, дом-тренажер Занятисен тӗп тӗллевӗ – ачасене кулленхи пурнӑҫа хӑнӑхтарасси, хӑйсем тӗллӗн кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑпа усӑ курма, якатма, тӳмесем ҫӗлеме, сӗтел хатӗрлеме тата апат-ҫимӗҫ уйăрма, санузелпа усӑ курма, ҫӳп-ҫапа сортлама тата тасалӑха тытса тӑма вӗрентесси.

Восстани урамӗнчи 59-мӗш ҫуртра вӗренӳпе тренировка хваттерне ҫырӑнас текенсен +7 (843) 558-74-1 хӗрӳ лини телефонӗпе шăнкăравласа пӗлмелле.


Нет комментариев