Чăваш юрăпа ташă ансамблĕ 103-мӗш сезона премьерăран  пуçлать
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш юрăпа ташă ансамблĕ 103-мӗш сезона премьерăран пуçлать

Октябрӗн 22-мӗшӗнче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗ 103-мӗш сезонне «Песнь о земле, что рождала мужество...» премьерăпа уçать. Проекта Чăваш Республикин Пуçлăхӗн гранчӗпе пурнăçа кӗртнӗ. Кун пирки «ВЕСТИ Чувашия» телекăларăм пӗлтерет.

Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран. Çӗнӗ программа, яланхи пекех,  интереслӗ те пуян:  вăл юрă-ташă урлă тăван çӗршывăн тӗрлӗ тапхăрти пулăмӗсене сăнласа парать, паттăрлăх тата юрату ыйтăвӗсене хускатать.  Унăн режиссёрĕ – Мускаври патшалăх культура институчĕн вĕрентекенĕ, сценарист Анна Ангарова. Вăл ансамблĕн пултарулăхĕпе ачаранпах паллашнă: унăн ашшĕ Александр Ангаров 30 çул патшалăх ансамблĕн тĕп балетмейстерĕ пулса ĕçленĕ.

Ансамблӗн илемлӗх ертӳçи, балетмейстер  Алексей Тимошенко  концерт кăсăклă та хăйне евӗрлӗ номерсемпе пуян пулнине палăртнă.  Чи йывăррисенчен пӗри – «Раççей паттăрӗсем» сыпăк пулнă. Ăна Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене –  ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене –  халалланă. Çак номере хатӗрленӗ вăхăтра ташăçсем каратэ мелӗсене алла илнӗ. Артистсем валли ятарласа çар тумӗ çӗлеттернӗ.

Катерина Тонюшкинăпа Ольга Савинова дизайнерсем артистсем валли  пӗтӗмпе 50-а яхăн илемлӗ чăваш костюмӗ çӗленӗ. Премьера валли  пуян реквизит та хатӗрленӗ  – сцена çинче чăн-чăн бронепоезд та пулать.

Кӗввине Санкт-Петербургри çамрăк композитор Артём Аретов çырнă. Вăл  Чăваш Енри пултарулăх ушкăнӗпе тачă çыхăнса ӗçлет. Пӗлтӗр сцена çине кăларнă "Чăваш тӗнчи" концерта та  унпа пӗрле хатӗрленӗ. Çӗнӗ программăра паллă чăваш композиторӗсен – Фёдор Павловăн, Василий Воробьёвăн, Герман Лебедевăн, Геннадий Максимовăн – кӗввисем те янăрӗç.

Премьера  Чăваш патшалăх филармонийӗнче пулать. Тепӗр хут ăна раштав уйăхӗнче Трактор тăвакансен культура керменӗнче лартма  палăртнă. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗн ВКонтактери ушкӑнӗнче тата  «Культура.РФ» порталта премьерăн онлайн-трансляцине курма пулать.

 

 

 


Чувашская культура

Нет комментариев