Раççейпе Индин политикăпа ӗçлӗ çыхăнăвӗсен потенциалӗ пысăк – энергетикăра, вӗрентӳре, ытти облаçсенче. Кунта политика вăйӗ кăна мар, информацилле тӗрев те – пирӗн ӗнтӗ, журналистсен, кирлӗ. Тӗнчери информаци уçлăхӗнче çынсен ăс-тăнӗпе чӗрисемшӗн чăн-чăн вăрçă пырать. Тӗнчере кашни цивилизацин сасси пулмалла.
Раççейӗн ТАСС информаци агентствин генеральнăй директорӗн çумӗ, Азипе Лăпкă океан çӗршывӗсен информаци агентствисен генеральнăй секретарӗн, халăхсен хушшинчи опытлă журналист, востоковед, китаевед Марат Абулхатин шучӗпе, Раççейпе Инди журналисчӗсен медиасессийӗ çӗршывсен хутшăнăвӗсенчи пӗлтерӗшлӗ пулăм. Мӗншӗн тесен вӗсен пӗрлехи ӗçӗ Анăç çине тăрса тӗнчери медиарынока ултавлă хыпарпа тултарассине хирӗç тăрать, çынсем патне тӗрӗс информаци çитерессишӗн тăрăшать.
.jpg)
Медиасесси хыççăн унран кӗске комментарисем илме май пулчӗ. Эпӗ чăваш пулнине пӗлсен ТАССри пӗр ӗçтешӗ чăваш иккенне, вăл халӗ Сеулта ӗçленине каласа пачӗ.
«Тата эпӗ Иоаким Бичурина пит лайăх пӗлетӗп. Маншăн çывăх çын вăл. Мӗншӗн тесен эпӗ те Китайпа интересленетӗп. Ун ӗçӗсемпе паллашма питӗ кăсăклă пулчӗ», – терӗ вăл алла чăмăртаса. Шел те, Марат Сисеновичпа ларсах калаçма унăн та, манăн та вăхăт сахал пулчӗ.
М.С. Абулхатин Казахстанри Чикмент облаçӗнчи Ленгер хулинче 1955 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче çуралнă. Виçӗ уйăх тултарсан ун çемйи Палассовкăна куçса килнӗ. Ашшӗпе амăшӗ Сталинградри гидроузел строительствине хутшăннă. Марат Абулхатин 7 тултарсан çемье Волгоград облаçӗнчи Волжски хулине куçса килнӗ. Çавăнта вăл вăтам шкул пӗтернӗ. Аслă пӗлӳ Ташкентри патшалăх университетӗнче илнӗ.
Паянхи форумра Раççейпе Индин массăлла хыпар хатӗрӗсен хутшăнăвӗсем пирки нумай калаçрӗç, çав шутра пӗрлехи медиаплатформа, социаллă сетьсем тăвасси çинчен. Мӗнле шутлатăр? Пурнăçланӗ-и ку?
- Пӗлетӗр-и, эп ялан çак принципа тытса тăратăп. Парăнтарайман чăрмав çук. Тӗллев пулсан, çыннăн ăна пурнăçлама пӗр май кăна вырăнтан тăмалла та утмалла. Форумăн тӗллевӗ аван. Пирӗн çӗршывсен хушшинчи стратегилле партнерствипе те килӗшсе тăрать вăл. Пӗрлехи медиапространство тăвасси те çӗршывсен стратегилле задачисен шутне кӗрет.
- Пӗрлехи медиауçлăх йӗркелени, мӗнле шутлатăр, Анăç гегемонине сирме пултарӗ-и?
- Ку пиртен кăна килет. Тахçан пӗрре тӗл пулнипе кăна ăна çӗнтерме çук. Журналистсен ӗçлӗ тӗлпулăвӗсем тăтăш иртмелле.
- Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тăватăр медиасесси хыççăн?
- Ратиш Наир (Тривандумри Раççей Федерацийӗн Хисеплӗ консулӗ) пирӗн çӗршывсен ертӳçисене Владимир Путина тӗп индофил, Нарендра Модие – тӗп русофил тесе палăртса вӗсен тӗслӗхӗпе журналистсен те русофилсемпе индофилсем пулмаллине каларӗ. Хресчен çăкăр акса ӳстерет пулсан, журналистăн тӗп тивӗçӗ – ыррине акасси, тӗрӗссине.
.jpg)
- Пирӗн çӗршывсен туслăхӗ Совет тапхăрӗнче кăна мар, самай маларах пуçланнă. Лев Толстой, сăмахран Махатма Гандипе çыру çӳретнӗ. Индире Толстоя этемлӗхӗн аслă учителӗ тесе палăртнă. Çак эстафетăна Джавахарлал Нерупа Индира Ганди илсе юлнă – пирӗн çӗршывпа туслăха аталантарса. Совет союзӗ пирӗн паянхи стратегилле çыхăнусен архитекторӗ пулса юлчӗ.
- Раççейпе Индин политикăпа ӗçлӗ çыхăнăвӗсен потенциалӗ пысăк – энергетикăра, вӗрентӳре, ытти облаçсенче. Кунта политика вăйӗ кăна мар, информацилле тӗрев те – пирӗн ӗнтӗ, журналистсен, кирлӗ. ИТ-технологисем, искусствăлла интеллект аталаннă вăхăтра çӗнӗ вызовсем тухса тăраççӗ: дезинформаци, фейксем, обществăпа манипуляцилени. Тӗнчери информаци уçлăхӗнче çынсен ăс-тăнӗпе чӗрисемшӗн чăн-чăн вăрçă пырать. Тӗнчере кашни цивилизацин сасси пулмалла. Çакна хирӗç пирӗн пӗрле кӗрешмелле.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев