Паян, ТР Патшалӑх Канашӗн 25-мӗш ларăвӗ иртрӗ. Унта 14 закон проектне сӳтсе яврӗç депутатсем. Вӗсенчен ытларахӑшӗ социаллӑ сферӑна пырса тивет. Чи пӗлтерӗшлисем çинчен кӗскен çырса пӗлтерӗпӗр.
Паян, ТР Патшалӑх Канашӗн 25-мӗш ларăвӗ иртрӗ. Унта 14 закон проектне сӳтсе яврӗç депутатсем. Вӗсенчен ытларахӑшӗ социаллӑ сферӑна пырса тивет. Чи пӗлтерӗшлисем çинчен кӗскен çырса пӗлтерӗпӗр.

Бюджет-2027. Малашнехи плансем
Бюджет йӗркеленӗвне Патшалăх Канашӗн комитечӗсенче те, партисен фракцийӗсен ларăвӗсенче пăхса тухнă хыççăн паянхи ларура пӗрле сӳтсе яврӗç. Çапла Тӗп документа — республикӑн 2027 çулхи тата 2028-2029 çулсенчи планлӑ тапхӑрти бюджета пӗрремӗш вулавра йышӑнчӗç. Тӳрлетӳсене октябрӗн 30-мӗшӗччен йышӑнма палăртнă.
Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Фарид Абдулганиевăн сăмахӗпе бюджет тăкăс пулин те çапах пур тăкаксене те шута илнӗ хыççăн шайлашуллӑ пулса тухнӑ. Вӑл халăх умӗнчи мӗнпур социаллӑ обязательствӑсене пурнӑçлама май парӗ. Мӗнле калас, документ аталану енлӗ пулса тухнă. Вăл тупӑш шайне шута илсе налог нагрузкине чакарать, тӑкаксене контрольте тытма май парать.

Цифрӑсем çапларах:
Тупӑш: 2027 çулта – 558,1 миллиард тенкӗ, 2028 – 586,4 миллиард, 2029‑ 610 миллиард тенкӗ.
Тӑкаксем: 2027 çулта – 566,6 миллиард тенкӗ, 2028 – 595,8 миллиард, 2028 – 613,5 миллиард тенкӗ.
Дефицит шайӗ майӗпен чакать, 2027 çулта — 8,5 миллиард тенкӗ пулсан, 2029 çулта вăл 3,5 миллиард тенкӗрен ытла пулмалла мар. Тӑкаксен 84 проценчӗ социаллӑ сферӑна кайӗ. Республикăн пӗтӗмӗшле продукцин шайӗ (ВРП) 2029 çул тӗлне 7,24 триллион тенкӗпе танлашма тивӗç. Ӗçсӗрлӗх шайӗ 0,2 процентран усмелле мар.
Республика бюджечӗпе пӗрле ТФОМС бюджетне те пӑхса тухрӗç, 2027 çулта фонд тупӑшӗ 105,6 миллиард тенкӗпе танлашмалла, дефицит пуласса кӗтмеççӗ.
Вейпсене сутма чарасшăн
Вейпсене тата вӗсем валли усă куракан шӗвексене сутассине пилӗк çула чарасси çинчен калакан закон проектне пӗрреӗмш вулавра ырласа йышăгнчӗç. Вӑл 2027 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрсе 2032 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен ӗçлеме тивӗç. Ку пуçарăва çамрӑксен сывлӑхне тата пурнăçне упраса хăварас тӗллевпе йышăннă. Медиксен пӗтӗмлетӗвӗсемпе, вейпсем сывлăха пысӑк сиен кӳреççӗ. Чару ытти табак продукцине пырса тивмест.
Стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗсене тӗрӗслесе тӑрасси
Депутатсем уйрӑм çӗрсем çинче киосксемпе павильонсем вырнаçтарас йӗркене те пăхса тухнă. Çак закон проекчӗ харпăр çӗр пайӗ çинче асăннă объектсене лартассине йӗркелет. Халӗ кун пек объектсене мӗнле пур çапла, хула архитектурине шута илмесӗр лартаççӗ, çавна пула урамсен сӑн‑сӑпачӗ тата суту-илӳ инфраструктури пăсăлать. Халӗ муниципалитетсен ӑнланмалла тӗрӗслев механизмӗ пулӗ. Вӗсен хута кайнă объектсене те, пулассисене те законпа йӗркелеме пултарӗç.
СВО пайташӗсене тата вӗсен çемйисене пулӑшасси
Çак категорири граждансене пулăшупа тата тӗревпе тивӗçтерессипе харăсах темиçе мера йышӑнчӗç. Пӗрремӗшӗнчен, тӑлӑх ачасен хушшинче çурт‑йӗр илме пултаракансен шутне анлăлатнă. Законпа килӗшӳллӗн, СВО зони çывӑхӗнчи территорисенче службӑра тӑракансене те çак право ирӗкӗ пырса тивет.
Иккӗмӗшăӗнчен, СВОра пуç хунисен çемйисен çурт‑йӗр прависене хӳтӗлесе вӗсене, çемье йышӗ улшӑнсан та, çурт-йӗр илме тăнă учетран кăларма май пулмӗ. Соцнаймпа тивӗçнӗ пурӑнмалли çурт-йӗр лаптӑкӗ те чакмӗ.

Пӗлтерӗшлӗ пулăмсен шутӗнче депутатсем Александр Лапина ТР вице‑премьерӗн должноçӗнче çирӗплетме йышăннине те кӗртмелле. Вăл малашне СВО хутшăннисепме ветерансене пулӑшассипе тата реабилитаципе тивӗçтерес ыйтусемпе ӗçлӗ.
Концессисене парламент тӗрӗслевне илӗç
Республикӑра патшалӑхпа уйрӑм çынсен партнерлӑхне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатаççӗ. Малашне Патшалӑх Канашӗ концесси килӗшӗвӗсене мӗнле пурнӑçлани çинчен калакан отчетсене çулсерен тимлесе тăрӗ. Çакӑ хӑрушлӑхсене тупса палӑртма, проектсем чăннипе çынсен ырлӑхӗшӗн ӗçленине тӗрӗслеме пулăшӗ.

Унсăр пуçне ларура 2025 çулти вӗрентӳ аталанăвӗ çинчен докладпа паллашрӗç, миравай судьясен ӗçне сӳтсе яврӗç. Сăнӳкерчӗксем: https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Нет комментариев