Çак кунсенче кулленхи ӗçсене йӗркене кӗртмелле, пысăк проектсене кăшт каярах пуçăнсан та юрать. Юсав ӗçӗсене вӗçлеме, сӗтел-пукан лартма эрне варри меллӗ вăхăт.
ТАКА Эрне пуçламӑшӗнче вӗçленӗ ӗç патне таврăнса çӗнетсе улӑштарма тивет. Юнкун ӗçтешӗрсем, пӗлӗшӗрсем тиркенине илтсен кулянма, тарăхма ан васкӑр. Кӗçнерникун ӗç сӗтелӗ çинчи, шкапри хутсене «сортлама» ӑнӑçлӑ вăхăт. ВĂКĂР Тунтикунран çулсем çинче чăрмавсем пулаççӗ, çулçӳревçӗсен саппас вăхăт шута илмелле. Çывăх çынна панă сăмаха тытайманнине аса илетӗр, анчах кая юлсан. Эрне варринче хăвăра кирлӗ мар япалана сутатăр е кирлипе улăштаратăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ Эрне пуçламăшӗнче ӗç вырăнне тирпейленӗ чух ытлашши япаласене хăвармалла мар. Юнкун кулленхи тӑкаксене çырса пыма тытӑнмалла, укçа-тенке самай перекетлӗ ку. Кӗçнерникун пӗлӗшӗрпе канашлани вăхăтпа ăнăçлăрах усă курма май парӗ. РАК Тунтикун кил-хуçалăхӗнчи приборсем ванаççӗ, васкасах юсавçа шырама тивет. Кӗçнерникун компьютерти, мобильлӗ телефонри программăна çӗнетни лайăх. Эрне вӗçӗнче тавлашăва ан кӗрӗр.
АРĂСЛАН Эрне пуçламăшӗнче кулленхи ӗçе тунă чух дисциплинăна çирӗп пăхăнăр. Юнкун илтнӗ хыпара пула палăртнă тӗлпулусене урăх вăхăта куçармалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче финанс докуменчӗсене тимлӗр, укçа шучӗсене тӗрӗслӗр. ХӖР «Шаннă кайăк йăвара пулман» тенине астуса тунтикуна тӗрӗслеврен пуçлăр. Юнкун вӗренӳпе, квалификаци ӳстерессипе çыхăннă хутсенче йӗрке тумалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче хушма ӗç сӗнекенсем тупăнӗç, хирӗçлеме ан васкăр.
ТАРАСА Эрне пуçламӑшӗнче контракт условийӗсене тепӗр хут пӑхса тухмалла, темӗн иккӗлентерет сире унра. Эрнекун планăрсене пурне те каласа памалла мар, кам-тăр пурнăçлама чăрмантарӗ. Пӗлмен çынсемпе сăмах ваклама хушмаççӗ çăлтăрсем. СКОРПИОН Тунтикун тимлӗ пулмалла, уйрăмах хутсем çине алă пуснă чух. Эрне варринче тахçан урлă пулнă çынпа çураçма май килет. Кӗçнерникун япала туяннă чух лавккасенчи хаксене танлаштарсан укçăра самай перекетлеме май килӗ.
УХĂÇĂ Халиччен пухӑннӑ вак-тӗвек ыйтусене татса панă чух эрне пуçламӑшӗнче пӗччен юлса шутламалла. Кӗçнерникун пӗр систермесӗр хăнасем килсе çитеççӗ. Эрнекун парăма тавăрса парӗç е инвестици тупăш кӳрӗ. ТУ КАЧАКИ Тунтикун илнӗ хыпара пула çитес уйӑхри плансене тепӗр хут пӑхса тухма тивет. Ытларикун та, юнкун та кулленхи тивӗçсене тӗплӗн пурнӑçласан вӗçленмен ӗçсем юр купи пек йăтăнса анмӗç. Эрне вӗçӗнче çын ӗçне тунăшăн сире никам та тав сăмахӗ каламӗ.
ШЫВТĂКАН Эрнен малтанхи икӗ кунӗнче сире хушма тивӗçсем парасшăн пулӗç, хăвăр хирӗçлесен никам та сире пусахлаймӗ. Эрне варринче тӑкаксен кун кӗнекине пуçлани ӳлӗм укçа перекетлеме пулăшӗ. Эрнекун ватă тăванăрсен сывлăхне тимлӗр. ПУЛĂСЕМ Кӳршӗрсемпе е аякри тӑванăрсемпе тахçан пулнă хирӗçӳ çине тунтикун çӗнӗлле пăхатăр. Ытларикун илнӗ хыпара ан шанăр, малтан тимлӗн тишкерӗр. Кӗçнерникун тахçантанпа пулман вырӑнсене çитсе килме аван.
Нет комментариев