Экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленноçпа апат-çимӗç политикин комитет председателӗ Назип Хазипов палăртнă тăрăх, çынсемшӗн уйрăмах хăрушă пулма пултаракан йытăсен РФ Правительстви çирӗплетнӗ переченьне анлăлатмалла.
Патшалăх Канашӗн депутачӗсем РФ Правительство Председателӗ Михаил Мишустин патне уйрăмах усал йытăсене усрассипе хушма право йӗркелӗвӗ кирли çинчен сӗнӳпе тухма шутлаççӗ. Çакăн пек йышăну тунă вӗсем октябрӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ ларура.
Экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленноçпа апат-çимӗç политикин комитет председателӗ Назип Хазипов палăртнă тăрăх, çынсемшӗн уйрăмах хăрушă пулма пултаракан йытăсен РФ Правительстви çирӗплетнӗ переченьне анлăлатмалла. Депутат вӗсен шутне бультерьерсене кӗртме сӗннӗ.

Хаярлăх – характер палли
Çакна вăл юлашки çулсенче çынсем, ачасем çине шăпах ытларах бультерьерсем тапăннă тӗслӗхпе çыхăнтарнă. Çак ăратри йытăсен хаярлăхне депутат вӗсен характерӗпе çыхăнтарать.
«Бультерьер тытакан çынсем вӗсен çынсемшӗн хăрушă пулма пултарассине ăнланса пӗтереймеççӗ, вӗсен поведенине контрольте тытмаççӗ, бультерьерсене уйрăмах усал йытăсен шутне кӗртни вӗсен хуçисене 498-ФЗ№ федераллă закона пăхăнса ку йышши йытăсене тӗрӗс тытма вӗрентӗ. Ку вара çынсем çине тапăнассине те чакарӗ», – тенӗ Назип Хазипов.
Хальлӗхе уйрăмах усал йытăсен шутне 12 ăрата кӗртнӗ. Федераллă законпа килӗшӳллӗн, ку йытăсемпе намордниксӗр, поводоксăр уçăлса çӳреме юрамасть. Харпăр кил картишӗнче пулсан кăна вӗсемсӗр юрать. Анчах алăк е хапха çинче усал йытă тытни пирки асăрхаттару пулмалла.
Анчах депутат шучӗпе, намордникпе, поводокпа çӳрени кăна çителӗксӗр. Вăл тата бультерьер тытакан çынсене хăйсен йыттисене ятарласа вӗрентме хушасшăн.
«Намордник тăхăнтарни кăна йытта агрессивлă пулассинчен сыхласа хăвараймасть. Çавăнпа усал йытă хуçисене вӗсене ятарлă организацисенче курссем иртме тумалла», – пӗтӗмлетнӗ депутат. Йытта вӗрентсе кăларнине организаци хут парса çирӗплетмелле.
Сăнӳкерчӗк нейросеть генерацийӗ.
Нет комментариев