Çӗнӗ хыпарсем

«Юратнă аттепе» фотоконкурсра Романовсен çемйи çӗнтерчӗ

Вӗсем чи нумай сасă пухрӗç

Семья Романовых – победитель конкурса

Иртнӗ вырсарникун, октябрӗн 18-мӗшӗнче, Раççейре Атте кунне паллă турăмăр. 2021 çултанпа паллă тăвакан çак уява халалласа «Сувар» хаçат хăйӗн «ВКонтакте» социаллă сетьри тата МAX мессенджерти ушкăнӗсенче «Юратнă аттепе» фотоконкурс ирттерчӗ.

Çак конкурсра пуринчен ытла сасă пухса Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Романовсен çемйи çӗнтерчӗ. Хӗрӗсем  Каринăпа Милана тата ывăлӗ Ваня ашшӗне Александра ырă та ăшă сăмахсемпе саламларӗç. «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» тата МAXри ушкăнсенче çак çемьешӗн сасăлакансем пӗрле хушсан чи нумаййи пулчӗç.

Саламлатпăр Романовсене! «Сувар» хаçатран асăнмалăх парнене редакцие килсе илмелле.

Романовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 


фотоконкурс

Нет комментариев