2026 çул пуçланнăранпа 9 уйăхра Тутарстан çулӗсем çинче пурӗ 2234 çул-йӗр инкекӗ пулнă. Вӗсенче 244 çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă, тепӗр 2684-шӗ аманнă. Кун çинчен ТР тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Пуринчен ытла ачасем хутшăннипе пулнă аварисем шухăшлаттарнине каланă вăл, мӗншӗн тесен çулталăк пуçланнăранпа инкекре çул çитмен 14 ачан ӗмӗрӗ татăлнă, тепӗр 381-шӗ аманнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 4 авари нумайрах ку. Вилнисем те 3 çын ытларах. Аманнисем вара 8 çынна чакнă. Тӗпрен илсен, аварире вилнӗ ачасенчен 13-шӗ пассажир пулнă. Юлашки икӗ çул улшăнмасть иккен ку.
Нет комментариев