Юпа уйăхӗн 19-мӗшӗ – Денис, Фома. Пӗрремӗш юр хӗл лариччен 40 кун маларах çăвать теççӗ. Çак кун ула кураксем пӗр çӗре пухӑнаҫҫӗ пулсан, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк пулать.
Юпа уйăхӗн 20-мӗшӗ – Сергий. Юр çусан хӗл ир ларать. Çак кун лайăх çанталăк тăрсан тата виçӗ эрне çапла пулать. Уйăх тӗксӗммӗн курăнать-тӗк – сивӗтет, юр çăвать. Юпа уйăхӗн 21-мӗшӗ – Пелагея тата Трифон. «Трифон кӗрӗк саплать, Пăлаки алсиш çыхать», – теççӗ халăхра, хӗл çывхарнăран ăшă тум хатӗрлеме вăхăт çитнине шута илсе. Шăшисем кăнтăр енче йăва çавăраççӗ – хӗл сивӗ тата нумай юрлă пулать.
Юпа уйăхӗн 22-мӗшӗ – Яков. Сивӗсем çирӗпленсех пыраççӗ. Тилӗ нумай вӗрет-тӗк – çанталăк улшăнасса. Каюра сивӗ çанталăкрах шăтăкӗнчен тăпра кăларса пăрахать пулсан – ăшăтасса. Ирхине çумăр çурӗтӗк, каçпа юр çăвасса кӗт. Юпа уйăхӗн 23-мӗшӗ – Евлампий. Кунсем кӗскелсех пыраççӗ. Енчен те япăх çанталăкра кăнтăр-хӗвеланăçӗнчен вӗрекен çил урăх май – тӗслӗхрен, çурçӗртен – вӗрме пуçлать-тӗк, çумăрсем кӗçех чарăнаççӗ.
Юпа уйăхӗн 24-мӗшӗ – Филипп. Çил тухăçран вӗрнӗ чух çăвакан çумăр вăраха тăсăлать, çурçӗртен – кӗçех сивӗтессе. Çанталăк сивӗтес умӗн мулкач питӗ сисӗмлӗ – çынна курсан аякранах тарать. Юпа уйăхӗн 25-мӗшӗ – Андрон, Пров. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – çитес çул пăрçа ăнса пулать. Вӗçен кайăксем аялтан вӗçеççӗ – хӗл ир килет тата хаяр пулать. Çил çурçӗртен вӗрсен – сивӗтессе, кăнтăртан – ăшăтасса.
Нет комментариев