«ТНВ» Аслă Канашӗн  председатель вырăнӗнче Фарид Мухаметшина хăйнех хăварчӗç
Тӗп хыпар

«ТНВ» Аслă Канашӗн председатель вырăнӗнче Фарид Мухаметшина хăйнех хăварчӗç

Паян, октябрӗн 14-мӗшӗнче, Хусанти Экият ача-пăча центрӗн концерт залӗнче ТНВăн XI отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Делегатсем пӗр саслă пулса юхăмăн Аслă Канашӗн председатель вырăнӗнче Фарид Мухаметшина хăйнех хăварма йышăнчӗç.

«Татарстан – новый век»  – «Татарстан – яна гасыр» обществăлла юхăм историйӗ 1999  çулта пуçланать. Ун йӗркеленӗвне вăл вăхăтра республика ертӳçи пулнă Минтимер Шаймиев ырласа йышăнать, Президент Указӗпе çирӗплетет. Çавăнтан пуçласа паян кунччен ӗçлет «ТНВ» юхăм.

XI съезд РОД «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яна гасыр»

Паян, октябрӗн 14-мӗшӗнче, Хусанти Экият ача-пăча центрӗн концерт залӗнче ТНВăн XI отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Делегатсем пӗр саслă пулса юхăмăн Аслă Канашӗн  председатель вырăнӗнче Фарид Мухаметшина хăйнех хăварма йышăнчӗç.

Делегатсен шутӗнче власть органӗсен , «Татарстан – новый век» юхăмăн муниципаллă районсенчи уйрăмӗсен представителӗсем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем тата ыттисем пулчӗç. Пӗтӗмпе 327 делегат. Съезд ӗçне ТНВ Аслă Канашӗн Ӗçтăвком председателӗ Алсу Тарханова йӗркелесе пычӗ.

XI съезд РОД «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яна гасыр»

Республика ертӳçин саламлă çырăвне ТР Раисӗн Администрацийӗн ертӳçи Асгат Сафаров çитерчӗ. Республика ертӳçи Тутарстанăн обществăлла политика пурнăçне, общество пӗрлӗхне çирӗплетессинче юхăмăн витӗмӗ пысăккине палăртнă.

«Юлашки 27 çулта юхăм нацисемпе конфессисен туслă хутшăнăвӗсене, тăван республикăри килӗшӗве упрассине пысăк тӳпе кӗртрӗ. Граждансен пӗрлӗхне çирӗплетме пулăшрӗ... Хăйӗн нумай енлӗ ӗçӗпе вăл обществăра пысăк авторитет çӗнсе илчӗ. «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яңа гасыр» юхăмăн республикăпа муниципалитетсен шайӗнчи представительствисем вăйлă», – тенӗ Рустам Минниханов.

Юхăм историне аса илсе ăна йӗркеленме Минтимер Шаймиев вăйлă тӗрев панине палăртса республика ертӳçи «ТНВ» Минтимер Шаймиевăн çуталăкне йӗркелесе ирттерессине активлă хутшăнасса шаннине пӗлтернӗ.

Влаçри йышпа пуринчен те ирттерет

Малалла Фарид Мухаметшин «ТНВ» юхăмăн юлашки виçӗ çулта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарчӗ. Çур сехете тăсăлнă докладра организацин пурнăçне туллин çутатма тăрăшрӗ. «ТНВ» куллен СВОна хутшăннисемпе вӗсен çемйисене пулăшса тăрать, ача-пăчапа çамрăксен патриотла воспитанийӗпе нумай ӗçлет, спорт, экологи тата ытти енлӗ проектсем пурнăçласа тӗрлӗ акцисем ирттерет тата ытти те. Тӗп пулăмсен шутне юхăм парламентра депутатсен «ТНВ» ушкăнӗпе çыхăну йӗркеленине кӗртмелле.

XI съезд РОД «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яна гасыр»

Тӗрлӗ ыйтупа вӗсем час-час пӗрлехи «çавра сӗтелсем», ертӳçӗ организацисен территорийӗнче ларусем ирттереççӗ. Тӗслӗхрен, «КАМАЗра», Хусанти наци тӗпчевпе техника университетӗнче, Суту-илӳпе промышленность палатинче пулнă вӗсем. Ку хушăра «Татарстан – новый век» Аслă Канашӗ 11 лару, Президиум 12 лару ирттернӗ. Пӗлтерӗшлисен шутне Фарид Мухаметшин Тутарстан Республикин парламентаризмне 30 çул çитнине халалланă ларăва кӗртрӗ. Уйрăммăн 2024 çултанпа иртнӗ суйлавсене асăнса вӗсене тивӗçлӗ ирттерсе янине ырларӗ.

XI съезд РОД «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яна гасыр»

Сăмах май, республикăри власть органӗсенче ӗçлекен çын шучӗпе «ТНВ» пек обществăлла организаци урăх çук. Асăннă юхăмăн 163 çынни республика парламентне кӗнӗ. Çамрăксемпе ӗçлессине те пысăк тимлӗх уйăраççӗ тнвсем. Юлашки 3 çулта çамрăксен 3 форумне ирттернӗ. Унсăр пуçне тренингсем, квизсем, мастер-классем йӗркелеççӗ. Приоритетлă енсен шутне экономикăн реальлӗ секторне, бизнеса, ялта коопераци аталанăвне тӗрев парассипе ӗçленине кӗртмелле.

Шанса – тепӗр срока

Докладсемпе сăмах тухса калакансене итленӗ хыççăн «ТНВ» юхăмăн 35 çынран тăракан Аслă Канашне çирӗплетрӗç. Çакăн хыççăн председательне суйларӗç. Делегатсенчен сăмах калакансем пурте ертӳçӗре Фарид Мухаметшина хăварма сӗнчӗç. Ыттисем вӗсемпе килӗшсе Фарид Мухаметшина тепӗр срока хăварма килӗшрӗç.

XI съезд РОД «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яна гасыр»

«Съезда килнӗ чух мӗн-тӗр ыррине калаççӗ пулӗ тесех килтӗм. Тӳррипе калап, тăрăшрăм. Обществăлла организацире ӗçлесси вăл тӳлевсӗр. Ман ун пеккисем татах та пур, «Единая Россия» парти, волейбол федерацийӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейи. Анчах çак пӗрлӗх вăл – маншăн уйрăм пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир нумай нациллӗ республикăн нумай çивӗч ыйтăвне тимлӗхе илсе татса пама тăрăшатпăр, çав шутра тăван чӗлхесене упрассине те», – терӗ юхăма ертсе пыма шаннăшăн тав туса Фарид Мухаметшин.

Ертӳçӗне суйланă хыççăн унăн çумӗсене, Президиумпа Контроль комиссин пайташӗсене суйласа çирӗплетрӗç.

XI съезд РОД «Татарстан – новый век» – «Татарстан – яна гасыр»

 

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.      


Татарстан – новый век

Нет комментариев