Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗн 35-çуллăхне халалланă уяв мероприятине хутшăннисемпе тӗл пулнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби.
Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗн 35-çуллăхне халалланă уяв мероприятине хутшăннисемпе тӗл пулнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Правительство Çуртӗнче иртнӗ тӗлпулăва регионри, федераллă тата ют çӗршывсенчи наука сообществисен представителӗсем хутшăннă. Çавсен шутӗнче Узбекистан, Казахстан, Кăркăсстан, Беларуç тата ытти çӗршыв çыннисем.
.jpg)
Рустам Минниханов Наукăсен академийӗ регионри наукăпа техника аталанăвӗн патшалăх управленийӗн тӗп пайӗ пулнине палăртнă. Анлă ӗç илсе пынине кура республикăн аслă шкулӗсем «Приоритет-2030» стратегилле академи лидерствин программине кӗнӗ. Ун никӗсӗнче ертӳçӗ инженери шкулӗсем хăйсен ӗçне йӗркелесе пыраççӗ.
«Юлашки çулсенче ученăйсене патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтерессине çӗнӗ механизмсем кӗртме тата пуррисене лайăхлатма пултарчӗ Академи. Çавсен шутӗнче регион шайӗнче инженери шкулӗсем уçни, никӗсри тата прикладной ӗçсен проекчӗсене хута яни, çамрăк ученăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатни», – терӗ Раис.
.jpg)
Республикăра тӗпчевсемпе разработкăсене укçа-тенкӗпе тивӗçтересси палăртнинчен хăвăртрах пурнăçланса пырать. Юлашки 5 çулта вăл виçӗ хутчен ӳснӗ. Наука сотрудникӗсен шучӗ 17 пинпе танлашнă, ку рекордлă кăтарту. Тутарстан ертӳçи Академи коллективне историн пуян еткерне, нумай нациллӗ республикăн культура кодне упраса хăварассипе, нацисемпе конфессисен хутшăнăвӗсенчи туслăха аталантарассине тӳпе кӗртнӗшӗн тав тунă. Ученăйсем малашне те çӗршыв ертӳçисем наукăпа техника сфери умне лартнă задачăсене активлă хутшăнасса шаннине пӗлтернӗ.
.jpg)
Тӗлпулăва хутшăннă Раççей Правительствин Председателӗн Секретариачӗн ертӳçӗ çумӗ Антоний Швиндт çӗршывăн вице-премьерӗн Дмитрий Чернышенкон саламне çитернӗ. Хăй енчен шкулсенче профильлӗ классем йӗркеленине, вăтам професси пӗлӗвӗн системине аталантарассипе ӗçне, çамрăксен лабораторийӗсен проекчӗсене пурнăçланине ырласа палăртнă.
«Тутарстанăн лидер позицийӗ вăл – ӗмӗртен ӗмӗре пыракан аслă тӗпчевсен тăсăмӗ», – тенӗ Антоний Швиндт.
Калаçура Тутарстанăн наука сообществин хими, физика, инноваци технологийӗсен облаçӗнче тата социаллă гуманитари енӗпе тунă çитӗнӗвӗсене палăртнă. Тутарстан тӗпчевçисен опытне çӗршывăн ытти регионӗсенче те сармаллине сӗнекенсем пулнă.
Тӗлпулу Рустам Минниханов наука ӗçӗнче палăрнисене патшалăх наградисем панипе вӗçленнӗ.
Сăнӳкерчӗк : https://rais.tatarstan.ru сайтран.
Нет комментариев