Чăнкă Мирун çӗнӗ пикене секретаре ӗçлеме илнӗ. Тимлӗ сăнаса пăхать вăл чиперкке çине. – Тăватă ача, – тет пулăшаканӗ хăлхинчен Мируна. – Пулма пултараймасть. Çакăн пек çамрăк пикен тăватă ача-и? – Унăн мар, сирӗн.
Университет аудиторийӗнче лекци пырать. Профессор Ахванеçе:
– Иванов, çывракан юлташна вăрат-ха.
– Хăвăр çывăрттарса ятăр-тăк, хăвăрах вăратăр... – тет сăмси айӗнче.
* * *
Çар комиссариачӗ. Куç тухтăрӗ салтак ачисене тӗрӗслет.
Тухтăр:
– Виçшерӗн кӗрӗр! Пӗрремӗш, çӳлти йӗркери саспаллисене куратăн-и?
– Куратăп!
– Маттур! Ун айӗнчине?
– Куратăп!
– Маттур! Снайпера каян. Тепри! Çӳлти йӗркене куратăн-и?
– Куратăп!
– Аялтине?
– Çук, курмастăп...
– Штабра ӗçлекен пулатăн! Тепри! Çӳлти йӗркене куратăн-и?
– Çук, курмастăп...
– Маттур, чеескер... Разведкăна!
Нет комментариев