Ноябрӗн 14-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекине халăх йышлăн пуçтарăнчӗ. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе редакторсем, журналистсемпе литературоведсем, библиотекарьсемпе юрăçсем, композиторсемпе артистсем, чăваш культурине сума сăвакансем Валентина Таравата 80 çул тултарнă ятпа чыслама тата «Пӳрмен юрату» кӗнеки тухнă ятпа саламлама пухăнчӗç. Уява «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ. Хăнасем «Чун хӗлхемӗ – халăха…» кӗнеке куравӗпе те паллашма пултарчӗç.
Чăваш ача-пăча литературин классикӗ
Валентина Тарават – чăваш литературинчи паллă ятсенчен пӗри. Вăл аслисем валли те, ачасем валли те ăста шăрçалать; чăвашла та, вырăсла та çырать; прозăра та, поэзире те, куçарура та ăнăçлă ӗçлет. Общество пурнăçне хастар хутшăнать, ачасемпе, вулакансемпе тăтăшах тӗл пулать. Акă вăрăм çула кӗскетсе Шупашкара Ульяновск облаçӗнчен хăй ертсе пыракан «Шанăç» ансамбльпе килсе çитрӗ. Валентина Николаевнăн маттурлăхӗнчен тӗлӗнмесӗр май çук. Пултаруллă çыравçă сăввисене пăхмасăр каларӗ, юрăçсемпе пӗрле юрларӗ, кашни хăнана тимлӗх уйăрма, ăшă сăмах калама май тупрӗ, сцена çинчен тав турӗ.

Уява пухăннисем те парăмра юлмарӗç. «Чăваш кӗнеки» центрăн ертӳçи Галина Соловьева Чăваш наци библиотекин саламне вуласа панă май В.Тараватăн пултарулăхӗ нумай енлӗхӗпе уйрăлса тăнине, çамрăк ăрушăн ырă тӗслӗх пулнине палăртрӗ. Валентина Николаевна вара вулавăшпа 1991 çултанпах – «Ӗçчен мăнук» малтанхи кӗнеки кун çути курнăранпа – туслă пулнине асăнчӗ.
Раççей Писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн председателӗн çумӗ, «Тăван Атăл» журналăн редакторӗ Улькка Эльмен прозаик В.Тарават хăйне яланах сăпайлă та вашават тытнине çирӗплетрӗ, усăллă сӗнӳсемпе пулăшнине пӗлтерчӗ.
Александр Мефодьев литература критикӗ хăй «Çилçунатра» ӗçленӗренпех пӗлет çыравçа. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетне ӗçлеме куçсан та туслă çыхăну татăлман – педагог ертсе пынипе студентсем Валентина Тараватăн пултарулăхне тишкерсе докладсемпе курс ӗçӗсем хатӗрленӗ, диплом ӗçӗ çырнă. «Ăна чăваш ача-пăча литературин классикӗ теме пултаратпăр эпир. Унăн хăйне уйрăм геройӗ пур. Вăл – кӗçӗн çулхи чăваш ачи. Ачасем валли хайланă чухне автор пӗчӗк калăпăшлă жанрсемпе усă курать: прозăра – кӗске калав, поэзире – пӗчӗк сăвă. Сюжечӗсем ансат», – критик куçӗпе тишкерчӗ А.Мефодьев.
«Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев та Валентина Николаевнăна ăшшăн саламларӗ. «Эсир малашне те пире çӗнӗ хайлавсемпе савăнтарса тăрасса, «Тăван Атăлпа» туслă пуласса шанатăп», – терӗ вăл.

Маяк та, элчӗ те
Пултарулăх каçӗнче çыравçăн çӗнӗ кӗнекине те – «Пӳрмен юратăва» – пысăк тимлӗх уйăрчӗç. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнă.
Унăн редакторӗ Ольга Иванова кăларăма çапларах хак пачӗ: «Кунта авторăн тӗрлӗ çулта çырнă повеçӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Вӗсенче, тӗпрен илсен, çемье, телейпе юрату, паянхи пурнăç ыйтăвӗсене хускатнă. Ашшӗ-амăшӗпе ачисем хушшинчи кăткăс хутшăнусем те, тӗрлӗ халăх çыннисем пӗр пулăмсенех еплерех йышăнни те шухăшлаттараççӗ Валентина Николаевнăна. Вăл пурнăçăн тӳнтер енӗсене тӗпчет, унăн сăнарӗсем йывăрлăха кӗрсе ӳксен те унран хăтăлса тухмалли çул-йӗре шырама пăрахмаççӗ, малаллах талпăнаççӗ», – терӗ Ольга Михайловна.
Чăваш кӗнеке издательствин директорӗн – тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова Валентина Тарават кӗнекеçӗсемпе нумай çул туслă пулнине, чылай хайлав пуххине хăй шутӗнчен кăларса вулакан патне çитернине, произведенийӗсем коллективлă сборниксене те кӗнине асăнчӗ. Юрий Сементер чăваш халăх поэчӗ В.Таравата халалланă сăввине вуласа пачӗ, хăй кӗнекине парнелерӗ. Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн хӗрарăмсен комитечӗн председателӗ, президиум пайташӗ Елена Уресметова, Елена Аксупи çыравçă-журналист, Вера Архипова педагог ентешне саламлама Чӗмпӗр тăрăхӗнченех çитнӗ.
«Валентина Николаевна мӗн тери хастар, пуçаруллă. Тӗрӗссипе, вăл туса пыракан мӗнпур ӗçе пӗлсех те каймастпăр эпир. Республика тулашӗнче чăвашлăха шăп çавăн пек çынсем тытса пыраççӗ, халăхсем хушшинчи туслăха çавăн пек маттурсем çирӗплетсе тăраççӗ. Пирӗн литературăра Тарават пек пултаруллă, активлă çын пурри вăл – телей», – терӗ Галина Матвеева çыравçă, куçаруçă тата журналист.
Николай Ларионов поэт, прозаик, куçаруçă тата журналист В.Тараватпа пӗр вăхăтра пурăнма, пӗрле ӗçлеме тӳр килнишӗн телейлӗ пулнине пытармарӗ, юбиляра ыттисене çул уçса паракан маякпа танлаштарчӗ. Чăваш Республикин халăх артистки Валентина Музыкантова Музыкантовсен çемйи талантлă çынсемпе пуян пулнине асăнчӗ, юлашки çулсенче Валентина Николаевна Шупашкара сайрарах килсе çӳренипе питӗ тунсăхласа çитнине пӗлтерчӗ. Николай Осипов критик Тарават хайлавӗсем юлашки вăхăтра ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тăнине палăртрӗ. Василий Кервен поэт Валентина Николаевнăна Чӗмпӗрти чăваш çыравçисен элчи тесе хисеплерӗ.
Ирина Большакова уяв хуçине саламлама Хусантан килнӗ. Валентина Николаевна унăн хайлавӗсене «Сувар» хаçатра асăрхаса пысăка хурса хакланă, ырă сӗнӳ-канаш панă. Ирина Николаевна хăйӗн тин тухнă «Пичче парни. Подарок старшего брата» кӗнекине парнелерӗ Валентина Таравата.
Валентина Николаевнăна чăваш çыравçисен пысăк ушкăнӗ те ăшшăн саламларӗ, парнесемпе чысларӗ. Пултарулăх каçӗ пурне те савăк кăмăл пиллерӗ, хавхалану кӳчӗ. Ку уяв чăваш чунӗллӗ çынсене пӗрлештерчӗ тесен те тӗрӗс.
Ольга ИВАНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев