Çӗнӗ хыпарсем

Пушă пӳлӗме кӗнеке лавкки илет

Тутарстанри культура учрежденийӗсем кӗнеке лавккисене çăмăллăх ставкисемпе пӳлӗмсем уйăрса пама пултарӗҫ.

 

26 сессия госсоветаПаян Патшалӑх Канашӗн ҫирӗм улттӑмӗш ларӑвӗнче республикӑн культура ҫинчен калакан законне улшăнусем кӗртесси çинчен калакан закон проектне пӗтӗмшле илсен пӗрремӗш вулавра йышăннă.

Ку закон проекчӗн тӗллевӗ – республика законӗсемпе федераллисене пӗр-пӗринпе килӗшсе тăмалла тăвасси. Унăн нормисем культура организацийӗсемшӗн çӗнӗ право механизмне ӗçе кӗртеççӗ. Халӗ вӗсем ирӗклӗнех хăйсен пӳлӗмӗсене шутпа сутакан кӗнеке лавккисене е культурăпа çутӗç мероприятийӗсене ирттерекенсене тара пама пултараççӗ.

Закон проектӗнче условисене те уççăн кăтартнă. Тӗслӗхрен, тара илнӗ пӳлӗме тата тепӗр çынна тара пама та, пуçӗпех туянма та юрамасть. Кӗнеке лавкки валли тара паракан пӳлӗмпе урăх тӗллевсемпе усă курмалла мар.  Аренда килӗшӗвне аукцион ирттерсе çирӗплетмелле. ТР Министрсен Кабинетне çăмăллăхлă ставкăсене çирӗплетме полномочисем панă.

Ку документа ТР патшалăх политикине культурăра пурнăçлама, кӗнеке кăларакансене тӗрев пама тата граждансене культура хаклăхӗсем çывăхрах пулччăр тесе йышăнаççӗ. Хальхи вăхăтра культура организацийӗ патшалăхăн е муниципаллă куçман пурлăхăн пӗртен-пӗр хуçи е унăн пысăк пайӗпе усă кураканӗ пулсан та кирлӗ пек законсем çуккипе хăйӗн активӗсемпе туллин усă кураймасть.

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.


#культура

Нет комментариев