Хусанта Наци массăллă хыпар хатӗрӗсен XI форумӗ иртет
Тӗп хыпар

Хусанта Наци массăллă хыпар хатӗрӗсен XI форумӗ иртет

Форума «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви «Тутарстан Республикинче патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртесси» программăпа йӗркелесе ирттерет. Мероприяти хальхинче те Федерацин власть органӗсене, регион, область, районсен наци пичет кăларăмӗсен, телерадиокомпанисемпе информаци агентствисен ертӳçисене пухать.

Форума Раççейӗн 32 регионӗнчен (Мускав хули, Саха (Якути), Çурçӗр Осети-Алани, Мордва, Крым, Адыгея, Мари Эл, Чăваш, Луганскпа Донецк, Дагестан, Пушкăртстан, Коми, Удмурт, Чăваш, Бурят, Ингушети республикисенчен, Мускав, Челябинск, Иркутск, Белгород, Самара, Омск, Ростов, Киров, Курск, Тюмень, Чулхула облаçӗсенчен, Ханты-Манси автономи округӗ-Юграран, Тутарстанран) тата Абхази Республикинчен пурӗ 300 ытла журналист, çав шутра суварçăсем эпир те, хутшăнать.


татмедиа форум национальных сми

Нет комментариев