Тутарстан Республикин Биоресурссен патшалăх комитетне Азнакай районӗнче пурăнакансем шăнкăравланă. Вӗсем хăйсен патӗнче Хӗрлӗ кӗнекери чашкăравçă акăша (лебедь-шипуна) тупнине пӗлтернӗ. Кайăк çӗрле вӗçсе килнӗ пулас, тухма хăтланнă, анчах хӳме хушшине кӗрсе ларнипе тухайман.
Комитет ӗçченӗсем вырăна çитсе акăша ветеринарсем патне тӗрӗслеме илсе çитернӗ. Специалистсем вăл çамрăк акăш пулнине, унăн сурансем çуккине палăртнă. Медицина тӗрӗслевӗ иртнӗ хыççăн, акăша «Река ИК» çутçанталăк палăкӗн территорийӗнче ирӗке янă. Специалистсем вăл кунта пурăнакан е çывăх вăхăтра çак вырăнта вӗçсе иртекен ытти вӗçен кайăксемпе хутшăнасса шанаççӗ.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев