Тутарстанри ЧНКА  ирттерекен «Пӗчӗк шăпчăк» республика фестиваль-конкурсне хутшăнма васкăр!
Тӗп хыпар

Тутарстанри ЧНКА ирттерекен «Пӗчӗк шăпчăк» республика фестиваль-конкурсне хутшăнма васкăр!

Чăваш наципе культура автономийӗ ача садӗнчен пуçласа кӗçӗн тата вăтам классенче вӗренекенсен хушшинче «Пӗчӗк шăпчăк» республика фестиваль-конкурсне ирттерет. Фестиваль-конкурса чăвашла сăвă-юрăпа çеç хутшăнма юрать. Пӗтӗмпе 3 номинаци: вокал, илемлӗ вуласси, сцена пултарулăхӗ.

Чăваш наципе культура автономийӗ ача садӗнчен пуçласа кӗçӗн тата вăтам классенче вӗренекенсен хушшинче «Пӗчӗк шăпчăк» республика фестиваль-конкурсне ирттерет. Кун пирки ТР ЧНКА Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ноябрӗн 9-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗ иртнӗ хыççăн пӗлтерчӗ.

«Пӗчӗк шăпчăк» фестиваль-конкурс пуçланать

Ун сăмахӗпе, ВКра ятарласа фестиваль-конкурсăн страницине те  уçнă. Çавăнта кӗрсе мӗнпур кирлӗ информаципе паллашма пулать – хăçан тата ăçта иртнипе,  условисемпе тата ыттипе.

Фестиваль-конкурса ЧНКА ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене упрассипе тата аталантарассипе комисси тӗревӗпе – грант пулăшăвӗпе пурнăçлать. Унăн тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе культурине, искусствисене республикăра упраса хăварасси, ачасен сцена пултарулăхӗ, илемлӗ вулас тата чăвашла илемлӗ юрлас енӗпе таланчӗсене тупса палăртасси, творчество активлăхне ӳстересси тата тăван культурăна çамрăксемпе ача-пăча хушшинче сарасси.

Эмблема конкурса "Пӗчӗк шăпчăк"

Хутшăнас условисем

Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн унта ача сачӗсенчи, кӗçӗн тата вăтам классенче вӗренекенсен ача-пăча илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсем тата уйрăммăн та хутшăнма пултараççӗ.

Фестиваль-конкурса чăвашла сăвă-юрăпа çеç хутшăнма юрать. Пӗтӗмпе 3 номинаци: вокал, илемлӗ вуласси, сцена пултарулăхӗ. Заявкăсене (ăна положенире тупма пулать) taharyal@mail.ru электронлă почтăпа ярса памалла.

«Пӗчӗк шăпчăк» виçӗ тапхăрпа иртет. Пӗрремӗшӗ – район шайӗнчи. Чăвашсем йышлă пурăнакан районсемпе хуласенче малтанласа суйлав тапхăрӗ иртет – куçăмсăр майпа, хальхилле онлайн темелле. Ачасем хăйсен пултарулăх номерне ВКонтактери харпăр е ашшӗ-амăшӗн страницине лартмалла та унтан ссылкине заявкăпа тата харпăр даннăйсен килӗшӗвӗпе пӗрле (согласие о ПД) çӳлерех асăннă электрон почтăпа ярса памалла. ВКри страница уçă пулмалла. Тепӗр услови – конкурсант та, унăн ашшӗ-амăшӗ те «Пӗчӗк шăпчăк» сообществăна çырăнмалла. Пӗрремӗш тапхăр пӗтӗмлетӗвӗсене жюри пайташӗсем ноябрӗн 20 – 29-мӗшӗсенче пăхса тухса хаклаççӗ.

Иккӗмӗш тапхăр – зонăри. Вăл суйлав тапхăрӗ хыççăн декабрь уйăхӗнче чăвашсем йышлă пурăнакан 2 районта иртӗ. Пӗр зони   Атăл тăрăхӗнче, тепри Кама леш енче пурăнакан чăвашсем патӗнче пулӗç. Иккӗмӗш тапхăра район шайӗнче çӗнтернисем пуçтарăнаççӗ.

Виççӗмӗш тапхăр хальлӗхе палăртнă тăрăх, декабрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти Тутарстан халăхсен Туслăх Çуртӗнче иртӗ.

Фестиваль-конкурсăн положенийӗпе заявкине, харпăр даннăйсен формине suvargazeta.ru сайтра тупма пулӗ.  

Ирина ТРИФОНОВА.   


Чувашская культура

Нет комментариев