«Анне тата ачасем наци тумӗпе» халăхсем хушшинчи фотоконкурс жюрийӗ пӗтӗмпе 50 ӗç суйласа илнӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче истори предмедне вӗрентекен пултаруллă педагог, республикипе паллă ал ăсти, «РФ Вӗрентӗвӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята тивӗçнӗ Наталия Куракина та пур.
Ачисемпе пӗрле чăваш тумӗпе, эрешӗсемпе ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗк (авторӗ Ольга Шумакова) жюрие питӗ килӗшнӗ. Сăмах май, тумӗсем Куракинсен авалхисемех. Халӗ вӗсем хăйсем те авалхи пир станӗсемпе кавир тӗртеççӗ. Республикăри мӗнпур пысăк мероприятире мастер-класс кăтартаççӗ.
Фотоконкурсăн çӗнтерӳçисене ноябрӗн 19-мӗшӗнче Мускавра V «Женщина третьего тысячелетия» халăхсем хушшинчи форумра чыслаççӗ. (Ольга Шумакова сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев