Аксу район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Жаренова ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Жаренова ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ

Аксуран хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. «ТАТМЕДИА» акционер обществин «Аксубаево-информ» филиалӗн ертӳҫи - «Сельская новь» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Людмила Викторовна Жаренова нумай вӑхӑт чирлесе тӑнӑ хыҫҫӑн паян, ноябрӗн 8-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

2018 ҫултанпа ертсе пынӑ

Людмила Викторовна Аксу районӗн виҫӗ чӗлхепе - вырӑсла, чӑвашла тата тутарла - тухса тӑракан хаҫатне 2018 ҫулхи декабрь  уйӑхӗнчен пуҫласа ертсе пынӑ.

Людмила Жаренова - главный редактор

Вӑл пысӑк ӑсталӑхпа ертсе пынипе редакци коллективӗ нумай ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса пынӑ — район мӗнле ӗҫсемпе, ыйтусемпе пурӑннине, экономика отраслӗсем мӗнле аталаннине, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан тата ӗҫлекен ҫынсем ҫинчен, йӑласем мӗнле упранса юлнине, культура, район экономики мӗнле аталаннине каласа кӑтартнӑ.
Людмила Жаренова хӑйӗн ӗҫӗн пысӑк профессионалӗччӗ.

Хаҫат ӗҫне чун-чӗрепе парӑннӑччӗ вӑл. Канмалли кунсенче те яланах ӗҫреччӗ вӑл, районта пулса иртекен мероприятисене, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене вулакан патне вӑхӑтлӑ ҫитерес тесе ырми-канми тӑрӑшатчӗ.
Людмила Викторовна тӑван район хаҫатне шкулта вӗреннӗ чухнех заметкӑсем, статьясем ҫырса тӑнӑ. Шкул хыҫҫӑн редакцие ӗҫлеме вырнаҫнӑ та 30 ҫул ытла кунта тӑрӑшнӑ, ахаль корреспондентран тӗп редактор таран ӳснӗ.

Виҫӗ чӗлхепе тухса тӑракан хаҫат редакцине ертсе пырасси вӑл калама кӑна ҫӑмӑл. Паянхи саманапа тан утас тесен питӗ нумай ӗҫлеме тивет тӗп редакторсен. Людмила Викторовна вара редакци коллективне ӑнӑҫлӑ ертсе пыратчӗ, пӗчӗк коллективпах пысӑк ӗҫ пурнӑҫласа пыратчӗҫ аксусем…

Пысӑк ҫухату

Шел, усал чире пула Людмила Викторовнан пурнӑҫӗ питӗ те ир татӑлчӗ. Ку пирӗншӗн, унӑн тусӗсемшӗн, ӗҫтешӗсемшӗн, калама ҫук пысӑк ҫухату. Ҫак усал хыпара пӗрре те шанас килмест…

Людмила Жаренова - главный редактор

Людмила Викторовна Жаренова вилсе кайнӑран унӑн ҫемйипе, тӑванӗсемпе, ӗҫтешӗсемпе пӗрле чӗререн хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр. Юлташӑмӑрӑн, ӗҫтешӗмӗрӗн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн асӑмӑрсенче упранӗ.

Аксу районӗн «Сельская новь» хаҫачӗн Максри каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Людмила Викторовна Жареновапа ыран, ноябрӗн 9-мӗшӗнче, 10.00 сехетре Аксу хула евӗрлӗ посёлокӗнчи Феодосий Тотемский храмӗнче сывпуллашаҫҫӗ.

«Сувар» хаҫат редакцийӗн коллективӗ.

Сӑнӳкерчӗксем Аксу хаҫачӗн архивӗнчен. 


некролог

Нет комментариев