Мускавра пурăннă Петӗр Мултиерсем ӗмӗрлӗхех куçне хупнă
Çак кунсенче хурлăхлă хыпар çитрӗ: октябрӗн 7-мӗшӗнче «Суварпа» нумай çул туслă çыхăну тытнă, хаçата статьясем çырса тăнă, Мускаври чăвашсен пӗрлӗхне йӗркелекенсенчен пӗри, Раççейӗн тӗп хулинчи чăвашсен ентешлӗхӗн хастар пайташӗ, медицина наукисен докторӗ, Мускавра пурăннă Петр Мульдияров (Петӗр Мултиерсем) пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă.