Çак кунсенче хурлăхлă хыпар çитрӗ: октябрӗн 7-мӗшӗнче «Суварпа» нумай çул туслă çыхăну тытнă, хаçата статьясем çырса тăнă, Мускаври чăвашсен пӗрлӗхне йӗркелекенсенчен пӗри, Раççейӗн тӗп хуллинчи чăвашсен ентешлӗхӗн хастар пайташӗ, медицина наукисен докторӗ, Мускавра пурăннă Петр Мульдияров (Петӗр Мультиерсем) пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă.
Петр Ярушкович Мульдияров 1935 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Пакраш ялӗнче нумай ачаллă çемьере (ашшӗпе амăшӗн 11 ача пулнă) çуралнă. 1952 çулта Клемтелӗнчи вăтам шкула пӗтерсен Петр Мульдияров Хусанти патшалăх медицина институтне вӗренме кӗнӗ. Общежитире пурăннă Пакраш каччи. Паллах, нумай ачаллă ашшӗ-амăшӗнчен пулăшу кӗтмен вăл, вӗреннӗ хушăрах ӗçлекелеме май тупнă – грузчикра та тăрăшнă, больницăра кăмака хутаканра та вăй хунă. Хăйне тăрантармалăх кăшт та пулсан укçа тума тăрăшнă чăваш ачи.
Алла диплом илсен çамрăк тухтăра направленипе Киргизине янă. Ултă çул ӗçленӗ вăл унта – васкавлă пулăшу пункчӗн заведующийӗнче, участок терапевтӗнче. СССР Медицина наукисен академийӗн А.В.Вишневский ячӗллӗ Хирургин наукăпа тӗпчев институчӗн аспирантурине пӗтернӗ, 1967 çулта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Петр Ярушкович 1968 – 1985 çулсенче СССР Медицина наукисен академийӗн Ревматологи институтӗнче электронлă микроскопи ушкăнне, 1985 – 1993 çулсенче клиника лабораторине ертсе пынă. 1978 çулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ. 160 ытла наука ӗçӗн авторӗ.

1993 çулта тивӗçлӗ канăва тухса кăшт килте ларса пăхнă та Пакраш чăвашӗ каллех ӗçлеме пуçланă. Хăйӗн пӗлӗвне практикăра туптанă – поликлиникăсенче врач-ревматолог пулса тăрăшнă.1992 çулта Мускавра чăвашсене пӗрле пухас, общество йӗркелес ӗçе хастар хутшăннă. Çӗршывăмăрăн тӗп хулинче пурăнакан йăхташсене пӗрле пухас тесе нумай тăрăшнă вăл.
Тӗслӗхрен, Петр Ярушкович «ЗиЛ» заводра пин ытла чăваш ӗçленине пӗлсен майне тупса вӗсен списокне ыйтса илме пултарнă. Кашнине шăнкăравласа чăваш обществи ирттерекен мероприятисене йыхравланă вăл. 1993 çултан Мускавра Акатуйсем ирттерме пуçланă. Кунта та Петр Ярушковичăн тӳпи пысăк. Тивӗçлӗ канăва тухсан ентешӗмӗр чăваш халăхӗн историйӗпе тӗпчев ӗçӗсем çырма пуçланă, хаçат-журналсенче пичетленӗ. Мăшăрӗпе хӗр çуратса ӳстернӗ.
Петр Ярушкович Мульдиярова тăван Элмет районӗнчи Пакраш ялӗн масарӗнче пытарнă. Вăл вилсе кайнипе унăн çемйипе, тăванӗсемпе, ентешӗсемпе пӗрле «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе вулаканӗсем те хурланни çинчен пӗлтеретпӗр.
Редакци.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев