Тутарстанра çамрăк аннесене 350 пин тенкӗ тӳлӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çамрăк аннесене 350 пин тенкӗ тӳлӗç

Январӗн 1-мӗшӗнчен республикăра 25 çула çитмен хӗрарăмсене иккӗмӗш тата ун хыççăнхи ача çуралсан 350 пин тенкӗ парăнать. Пӗр хутчен парăнакан çӗнӗ тӳлеве Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ырланă.

Çӗнӗ мерăн тӗп тӗллевӗ – демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси тата çамрăк çемьесене пулăшасси. Тӳлев регионта ача çуратассине ӳстерме пултарнине шанаççӗ. Пулăшу мери 2032 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен ӗçлет. Ăна пурнăçа кӗртме бюджетран  562 миллион тенкӗ уйăрнă.

Тӳлев парас ӗçе Тутарстан Республикин Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви йӗркелӗ. Ведомствăн çавăн пекех Социаллă сферăри пӗрлехи централизациленӗ цифра платформинче çӗнӗ тӳлев çинчен информаци вырнаçтармалла. Палăртса хăвармалла: пӗр хутчен тӳлемелли тата ăна памалли йӗрке çинчен калакан постановленипе положенисем  2027 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗреççӗ.

Пулăшу мери – Тутарстанра ачаллă çемьесене пулăшас енӗпе системăллă ӗçӗн пӗр пайӗ. Республикăра ял хӗрарăмӗсем валли тӳлевсем, ача сачӗшӗн компенсаци, нумай ачаллă çемьесене пулăшасси тата ытти мера та ӗçлет.


меры поддержки семьи Татарстана

Нет комментариев