Паян ТР Министрсен кабинетӗнче иртнӗ брифинг 2026 çулхи октябрӗн 15-16-мӗшӗсенче II «ТАЙМ» Раççейпе Индин бизнес-форумне ирттересси çинчен пулчӗ.
Астăватпăр ӗнтӗ, «ТАЙМ» Раççейпе Индин I бизнес-форумӗ 2025 çулта октябрӗн 8-9-мӗшӗсенче иртнӗ. Раççейпе Индирен 3500 çын хутшăннă унта. Форумăн ӗçлӗ программин 15 тематикăллă сессийӗсенче 93 эксперт сăмах каланă. Индири тӗнче айӗнчи истори еткерӗпе Агра хулипе Тутарстанăн Спас районӗ тăванлашасси (побратим) пирки те калаçу тухнă.
Çак икӗ кунра экономикăшăн пӗлтерӗшлӗ сферăсенче тату ӗçлеме килӗшса 19 стратегилле килӗшӳ тунă. Тӗпрен илсен форумăн ӗçлӗ пайӗ пӗлтӗр Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра иртнӗ. Кăçал «Тайм» картти самай анлăрах – ТР Наци библиотеки, «Мир» кинотеатр, «Московский» культура центрӗ, Иннополис хули. Ӗçлӗ тӗлпулусем 2026 çулхи октябрӗн 15-16-мӗшӗсенче Хусанти Уникаллă ăсталăх центрӗнче иртеççӗ (ЦУМ). Ӗçлӗ программа кăçал 36 мероприятирен тăрать.
Форумăн программи çинчен тата, паллах, унта сӳтсе явма, килӗшӳсем тума хатӗрленнисем çинчен Тутарстан Республикин Инвестици аталанӑвӗн агентствин ертӳҫи Талия Ильгизовна Минуллина каласа пачӗ. Пурне те хумхантарнă, хавхалантарнă, кăсăклантарнă хыпар раççейӗн хусан хулипе индин Мумбай тӗп хулине тӳррӗн çыхăнтракан аэрорейс хывасшăн. Кун пири калаçусем пуçланнă та ӗнтӗ.
«Форум вӗçленсенех самолетсем вӗçме пуçлӗç тесе шутлани тӗрӗс мар, калаçса татаăлсан та йӗркелӳ ӗçӗсем самай вăхăт йышăнӗç», – залра ларакансене лăплантарма васкарӗ Талия Минуллина.
Хусан аэропортӗнче форум пынă кунсенче виççӗмӗш терминал уçасси пирки вара иккӗленмелле мар, ку чăн сăмах. Çавăн пекех Ешӗлвар районӗнчи пурăнмалли комплексра Аюрведа центрне тума пуçлаççӗ. Талия Минуллина сăмахӗпе, тухăç практикисем юлашки çулсенче анлă сарăлнă пулин те шăп Индин аюрведа йăлисемпе хăйсемпе кăна сывлăха тытса тăрасси пулман-ха.
Аюрведа центрӗ шанчăклă инвестици пуласси пирки иккӗленмест инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи. Брифинга хутшăннă спикерсем час-часах Инди паян тӗнчере чи йышлă çӗршыв пулнине палăртрӗç. Çын шучӗ – тӗнчери чи пысăк лаптăклă çӗршывран – Раççйрен 10 хут ытларах, вăтамран илсен – 35,5 çулта.
Сăнӳкерчӗксем tatarstan.ru.
Нет комментариев