Паян Раççей Президенчӗ Владимир Путин 74 çул тултарать
Тӗп хыпар

Паян Раççей Президенчӗ Владимир Путин 74 çул тултарать

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинăн çуралнӑ кун. Çӗршыв ертӳçи 74 çул тултарчӗ.

Владимир Путин 1952 çулхи октябрӗн 7-мӗшӗнче Ленинград хулинче çуралнă. Тăван хулари патшалăх университетӗнче юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнă. СССР КГБ органӗсенче ӗçленӗ. 1999 çултанпа чи çӳллӗ патшалăх должноçӗсене йышăнать.

Паян  патшалӑх пуçлӑхӗ ют çӗршыври ӗçтешӗсемпе телефонпа калаçма палӑртса хунă. Раççей Президенчӗн пулӑшуçи Юрий Ушаков пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи çыхӑнусем пирки Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарлӗç.

Владимир Путин хӑй çуралнӑ кунӗнчен уйрӑм пулӑм тума кирлӗ маррине маларах темиçе хутчен те пӗлтернӗ. Президент çак кун патшалӑх е наци уявӗ пулманнине те палӑртнӑ.

Апла пулин те Раççей ертӳçине  кашни çул ют çӗршыв ӗçтешӗсенчен нумай салам килет. Кӑçал Раççей Президентне чи малтан Китай Халăх Республикин председателӗ Си Цзиньпин саламланă. Тутарстанра пурăнакансен ятӗнчен патшалӑх пуçлӑхне Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн официаллӑ каналӗнче саламланă.

 

Владимир Владимирович çуралнӑ кунне яланхи пекех  тӑванӗсемпе çывӑх çыннисен хушшинче ирттерет.


владимир путин Президент РФ

Нет комментариев