Паян вулаканăмăрсене Ульяновск чăвашӗсен пурнăçне çутатса тăракан пултаруллă ертӳçӗпе, куракан тимлӗхне тыткăна илекен репортажсен авторӗпе, уçă, хăватлă сасăллă çепӗç юрăçпа, Тутарстан чăвашӗсен хӗрӗпе, мăнукӗпе Екатерина Лашмановăпа паллаштаратпăр.
Чунра чăваш пулсан
2024 çултанпа вăл «Репортёр73» телеканалта Ульяновск чăвашӗсен ӗçӗ-хӗлӗ, савăнăçӗ-кулянăвӗ çинчен каласа паракан «Еткер» телепередача йӗркелесе ертсе пырать, палăртнă вăхăтра кураканпа çыхăнăва тухать. Вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвкомӗн пайташӗ.
Ульяновсксемшӗн Екатерина Лашманова юратнă юрăç та. Екатеринăн музыкăпа çыхăннă пултарулăхне ашшӗ-амăшӗ питӗ ир асăрханă, музыка шкулӗнче вӗрентнӗ. Пулас юрăç, композитор шкул хыççăн та пӗлӗвне çак енӗпех ӳстернӗ. Ульяновскра та, Августа Уляндина патӗнче те, Самара академийӗнче те пӗлӳ пухнă. Филологи енӗпе те вӗренсе пӗлӗвӗсене çирӗплетнӗ. Çутçанталăкран пыракан, Турă панă пултарулăхӗ ӳссех, вăйлансах пынă.
Екатерина Лашманова 25 çул сцена çинче. Çак вăхăтра мӗн чухлӗ юрă юрланă-ши? Куракансене пӗрле пухсан пурне те вырнаçтармалăх зал та тупаймăн. Хăй çырнисем, ачаран юратакан чăваш халăх юррисене ушкăнпа та, пӗччен те шăрантарнă.
Йăх тымарӗсем Екатеринăн Тутарстанран пыраççӗ. Ашшӗ Василий Владимирович Лашманов Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра çуралса ӳснӗ, амăшӗ Светлана Николаевна та çак районтанах, Çӗньялта çуралса ӳснӗ.
Мăшăр çамрăклах Ульяновска кайса йăва çавăрнă. Икӗ хӗр – Марина тата Екатерина – çуратса ӳстернӗ. Хулара пурăнакан чăвашсем ачисене çуралсанах вырăсла калаçтараççӗ. Лашмановсен çемйинче те çаплах пулнă. Канмалли кунсенче, каникулсенче кукамăшӗпе кукашшӗ патне килсен Екатерина чăваш калаçăвне каçса кайса тăнланă, хăйӗн те

çавăн пек çепӗççӗн калаçас килнӗ. Урама тухсан тантăшӗсем «вырăс» тесе йӗкӗлтесен йӗнисене халӗ те астăвать Екатерина.
«Кукамая чăвашла калаçма вӗрентме ыйтаттăм. Эпӗ чăваш вӗт-ха, манăн чăвашла калаçас килет», – йăлăнсах ыйтнисене йăл кулса аса илет халь юрăç.
Чăнах та, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн чăвашла калаçма та, юрлама та вӗреннӗ вăл. Ултă çул аслăрах аппăшӗ Марина та чăвашла лайăх ăнланать, анчах калаçма йывăртарах курăнать ăна.
Кукашшӗ пехилленипе
Каникулсене ытларах Çӗньялта ирттернине ăшшăн аса илет Екатерина Лашманова. Кукашшӗне ялӗпех Çутти Кули тесе ят кăларнă, ялти пӗрремӗш электрик пулнă вăл. Ял-йыш питӗ хисепленӗ ăна, Князькинсен йăхне те сума сунă. Ахальтен мар кукашшӗ: «Эпир кайсан пирӗн ята ан ярăр», – тесе асăрхаттарнă ачасене. Чыса çӳлте тытасси уншăн чи пысăк тивӗç пулнă. Кукамăшне Раисăна Екатерина ачашшăн аса илет. Ашшӗ-амăшӗ хулара тăнă вăхăтра хӗрачана вăл пăхса йăпатнă-çке, чăваш халăх халапӗсене те каласа панă, юррине те юрланă.
Халӗ Екатеринăн 10 çулти хӗрӗ Анна çуллахи вăхăта Çӗньялта кукамăшӗпе ирттерме юратать. Амăшӗ ача чух çӳренӗ вырăнсенче пулма юратать. «Анне, эсӗ кунта вылянă пуль, эсӗ кунта çӳренӗ пуль», – чарăнми чӗвӗлтетет хӗрӗ. Чăвашла пуплеме те кунтах хăнăхса пырать.
«Анне, эсӗ мана вăрçнă чух чăваш сăмахӗсене лайăхрах ăнланса илетӗп эпӗ», – тет хаваслăн.
Килӗштерет Аня яла: «Хама килти пек туятăп кунта», – тет савăнăçлăн хуларан килсенех.
Екатерина каникулсене Çӗньялта ирттернӗренпе чылай вăхăт иртнӗ, юратнă Николай кукашшӗпе Раиса
кукамăшӗ те ырă çӗре кайнă. Апла пулин те вӗсен килӗ, вӗсен шевлийӗ халь те ăшшăн хăй патне туртать. Пӗтӗм чăваш сума сăвакан уява Çимӗке пуçтарăнать Князькинсен йăхӗ. Тулли сӗтел хушшинче тăраниччен калаçаççӗ пӗр-пӗринпе, ытти чух телефонпа шăнкăравлама çеç вăхăт тупăннă-çке. «Мӗнле пысăк залра, хуть кам умӗнче юрласан та, тăвансемпе кукаçипе кукамай килӗнче чăваш юррисене юрлани маншăн чи пахи», – пытармасăр, уççăн калать юрăç.
Сăнӳкерчӗксем Е.Лашманова архивӗнчен. .
Нет комментариев