Президентăн «Владимир Путинпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсем» çулсерен иртекен пысăк пресс-конференцийӗпе тӳрӗ линийӗ декабрӗн 10-мӗшӗнче пулма пултарнине пӗлтерет «Ведомости».
Кăçал мероприятие унчченхинчен маларах ирттересшӗн, çакă патшалăх пуçлăхӗн графикӗпе çыхăннă. РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков мероприяти декабрь уйăхӗнче иртессине çирӗплетнӗ, анчах хăш кун иртнине уçăмлатман.
Пӗлтӗр мероприяти декабрӗн 19-мӗшӗнче Мускаври Хăна çуртӗнче иртнӗ. 4 сехет те 28 минут тăсăлнă эфир вăхăтӗнче президент 103 ыйту çине хуравланă.
Нет комментариев