Ноябрӗн 17-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери вӑхӑтсӑр çуралнӑ ачасен кунӗ, çакăн пек ачасене пулӑшакан «Право на чудо» Ыр кӑмӑллӑх фончӗ «#Мненефиолетово» акци йӗркелет.
Пӗлтерӗшӗ, тӗллевӗсем
Хӗрлӗрех кăвак (фиолет) тӗсе ахальтен суйламан: вӑл Европӑри палăртнинчен маларах çуралнă пациентсене пӑхакан фондӑн (EFCNI) официаллӑ символӗ. Вӑл сывӑ пуласлӑха шаннине, йывӑр çул витӗр тухакан çемьесен хуйхине чӗрене çывăх илнине, пулӑшма хатӗррине пӗлтерет.
Акци мӗнле иртет
Мероприяти комплекслӑ, вӑл темиçе пайран тăрать:
Архитектура çути. Административлӑ çуртсен, телебашньăсен, театрсен, музейсен, бизнес-центрсен, стадионсен тата промышленность предприятийӗсен стенисем çине хӗрлӗрех кăвак çутă пайăркисемпе илемлетеççӗ.
Чӳречесенчи çутӑ. Çынсем килте смартфон хунарӗсене е сирень тӗслӗ декоративлӑ лампӑсене çутаççӗ.
Корпоративсем. Компанисем хӑйсен логотипӗсене, соцсетьсенчи аватарӗсене тата бренд элеменчӗсене хӗрлӗрех кăвак тӗсе куçараççӗ. Ӗçченсем те хӗрлӗрех кăвак тӗслӗ тум тӑхӑнаççӗ. Апат-çимӗç хатӗрлекенсем хăйсен продукцисене шутлă тавар серийӗпе сирень, хӗрлӗрех кăвак тӗслӗ чӗркевпе, коробкăпа сутаççӗ. Сутса пухнă укçана ытла ир çуралнă ачасене сиплеме куçараççӗ.
Акцие мӗнле хутшӑнмалла
Кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли ятарлӑ ресурссем кирлӗ мар, акӑ темиçе меслет:
- Хӗрлӗрех кăвак, сирень тӗслӗ тум тӑхӑнмалла.
- Çуртра, çуртӑн фасадне çутатма е офисра хӗрлӗрех кăвак çутӑ çутмалла.
- Çак кун хатӗрлекен апат е десерт хӗрлӗрех кăвак тӗслӗ пултăр.
- Ӗç вырӑнне, килти интерьера хӗрлӗрех кăвак тӗслӗ элементсемпе илемлетмелле.
- #Мненефиолетово хештеглӑ социаллӑ сетьсенче кӗрен тӗслӗ элементсемлӗ сӑнӳкерчӗксем вырнаçтармалла.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев