Çӗнӗ хыпарсем

Хирти Кушкăра «Кӗр сӑри» иртрӗ

Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Хирти Кушкӑри Культура çуртӗнче йӑлана кӗнӗ «Кӗр сӑри» уяв кӗрлерӗ. Хирти Кушкӑпа Çӗнӗ Мертлӗри культура ӗçченӗсемпе пӗрле библиотекарь тата фельдшер пулса ӗçлекенсем, хӑтлӑ çуртсене тасатса тӑракансем, шкулта вӗренекен маттурсем илемлӗ концерт лартса пачӗç. Концертра илемлӗ сӑвӑ-юрӑ шӑранчӗ, купӑс кӗвви янăрарӗ. Йыхравпа килнӗ хӑнасене çӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илсе тутлӑ сӑрапа сайларӗç.

Шкулта тӑван чӗлхене юратакансен театр кружокӗ пур, вӑл 20 çул ӗçлет ӗнтӗ. Ăна Галина Владимировна Горбунова ертсе пырать. Çамрӑк артистсем тӗрлӗ фестивальсене хутшӑнса пӗрре мар парнесемпе, Тав хучӗсемпе таврӑннă. Тӗслӗхрен, кăçал кружока хутшăнакансем «Сайяр»  конкурса «Анне яшки тутлӑ» спектакльпе хутшӑнса районта тата зонӑра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Тав хутне тата 55 пин тенкӗ укçан илме тивӗçнӗ. Çак укçапа ачасем валли чӑваш, вырӑс тумӗсем çӗлетнӗ.

Местные артисты порадовали концертными номерами

«Кӗр сăринче» вара театр ушкӑнӗ вырӑнти çыравçӑ-драматург Анна Никонорова çырнӑ «Хастар ачасем Эдикпа Радик» пьеса тăрăх спектакль лартса пачӗç. Çемçе те илемлӗн шӑранакан тӑван чӗлхепе калаçса чунсене çемçетрӗç. Спектакльти рольсене Илья Волков, Вадим Егоров, Павел Макаров, Софья Иванова, Варвара Тараева, Вадим Волков питӗ те ăста вылярӗç.

«Кӗр сăри» уявра концертпа савӑнтарнă маттур çынсене те ятранах асăнса тав сăмахӗ калас килет. Акă вӗсем: Надежда Петровна Нестерова,
Татьяна Валентиновна Тараева, Ирина Владимировна Архипова, Светлана Владимировна Антонова, Наталья Витальевна Фролова, Людмила Николаевна Волкова. Хирти Кушкă шкулӗнче вӗренекен Антон Васильевпа Дарья Иванова та питӗ хастар пулчӗç.

«Кӗр сăри» в Кошки-Шемякино

Уява йӗркелесе ирттерме пулăшнă хастарсене – Евгений Анатольевич Бондарева, Андрей Вячеславович Стрелкова, Валерий Константинович Иванова тата Михаил Васильевич Якушева Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗ ятӗнчен пысăк тав.

Анна НИКОНОРОВА,

Пăва районӗнчи ЧНКА председателӗн çумӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


#Праздники

Нет комментариев