Тутарстанпа Китай хушшинчи пӗрлехи ӗçсене сӳтсе явнă
Тӗп хыпар

Тутарстанпа Китай хушшинчи пӗрлехи ӗçсене сӳтсе явнă

ТР Раисӗ Рустам Минниханов паян, ноябрӗн 11-мӗшӗнче Китай Халăх Республикин Хусанти генеральнăй консулӗпе Цзян Сяоянпа ТР Правительство Çуртӗнче тӗл пулнă.

РТ Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.Рустам Минниханов Цзян Сяояна должноçа лартнă  ятпа саламланă. Вăл Тутарстанпа Китай хушшинчи тунă кăтартусем малалла ӳсессе шаннине пӗлтернӗ. Унтан вӗсем тӗрлӗ сферăра, çав шутра экономикăра, вӗренӳре, наукăра тата культурăра, çыхăнса ӗçлес ыйтусене сӳтсе явнă.

Юлашки çулсенче Китай Тутарстан экономикинче ют çӗршывсен тӗп инвесторӗ пулса тăнă. 2025 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх республикăпа КХР хушшинчи суту-илӳ калăпăшӗ 3,35 миллиард доллара çитнӗ. Пӗрлехи ӗçсем сакăр килӗшӳ шайӗнче пурнăçланаççӗ, çавăн пекех Тутарстан муниципалитечӗсемпе те 30 яхăн килӗшӳ тунă.


рустам минниханов китай Цзян Сяоян

Нет комментариев