Спорт мероприятийӗ Раççейӗн 22 регионӗнчен 1500 спортсмена пухӗ.
Ноябрӗн 14-15-мӗшӗсенче Хусанти «Баскет-холра» чир спорт енӗпе «Сила Татарии» регионсен хушшинчи ăмăрту иртет. Икӗ кун хушшинче ăмăрту площадкине тухса 400 ытла номер кăтартӗç спортсменсем. Ăмăртăва Тутарстан Республикин Чир спортпа чирлидинг федерацийӗ ТР Правительстви тата Спорт министерстви тӗрев панипе йӗркелесе ирттерет.

Чир спорт вăл – спортăн акробатика, гимнастика, хореографи тата артист ăсталăхӗн элеменчӗсене пӗрлештерекен командăлла тӗсӗ. Урăхла ăна чирлидинг та теççӗ.
Хусанта иртекен регионсен хушшинчи ăмăртăва хутшăнакансем чир спортăн тӗрлӗ дисциплинисенче хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. Мероприятие пыракансем акробатикăн кăткăс ăлеменчӗсем, чаплă хореографи, медальсемшӗн хӗрӳллӗ тупăшу курма пултарӗç. «Сила Татарии» ăмăртăвăн хăйнеевӗрлӗхӗ – ăмăртура наци колоричӗ пулни. Хусан хăйӗн хăнисене Тутарстанăн культура еткерлӗхӗпе туллин паллаштарма тӗллев лартнă.
Мероприяти шайӗнче тин спортпа аппаланма пуçланă çамрăк спортсменсем валли фестиваль иртет. Вӗсем спортăн пысăк арени çинче пуçласа хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарӗç.
Сăнӳкерчӗксем ТР Чир спортпа чирлидинг федерацийӗн сайтӗнчен.
Нет комментариев