Ноябрӗн 12-мӗшӗнче «Сувар» хаçат тӗп редакторӗн, Тутарстанри Чăваш çыравçисен пӗрлешӗвӗн ертӳçин Ирина Трифонован пултарулăх каçӗ иртет. Çак кун Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Письмо Олеси. Олеся панă çыру» кӗнекене сӳтсе явӗç.

Кӗнеке Чăваш кӗнеке издательствинче январь уйăхӗнче пичетленнӗ, ăна икӗ чӗлхепе — вырăсла тата чăвашла — хатӗрленӗ. Вырăсларан чăвашла автор хăй куçарнă. Редакторӗ — Ольга Федорова, ӳнерçи — Ирина Калентьева.
Повесть вăтам классенче вӗренекенсен пурнăçӗпе паллаштарать. Тӗп сăнарсем — Федор Гордеев, Юра Кузнецов тата Олеся Солнцева. Хайлав Федор ятӗнчен пырать: унăн çемйи урăх хулана куçса каять, каччă çӗнӗ шкулта тантăшсемпе туслашать, Олесяпа паллашать. Анчах хӗре пӗрле вӗренекен Юра та куç хывнă. Олеся икӗ каччă пурнăçӗнчен те çухалать... Мӗнле хурав пачӗ-ши хӗр Федьăна? Ачасен тепӗр хут тӗл пулма май килӗ-ши? Çак ыйтусен хуравӗсене вулакан повеçпе паллашсан тупма пултарать.
Кӗнеке шкул ачисем валли тесе палăртнă пулин те, аслă ӳсӗмри вулакансемшӗн те интереслӗ, çемйипех сӳтсе явма та паха хайлав.
Хăтлавра автор повеçе мӗнле çырни çинчен, писатель ӗçӗн хăйевӗрлӗхӗ çинчен каласа парӗ, вулакансем хăйсен шухăшӗсене пӗлтерӗç. Юлташӗсем творчествăлла парнесем — кӗвӗ-юрă хатӗрлеççӗ.
Кăмăл пуррисене Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57), каçхине 18.00 сехетре кӗтеççӗ.
Нет комментариев