Владимир Путин Рустам Миннихановпа тӗл пулнă
Тӗп хыпар

Владимир Путин Рустам Миннихановпа тӗл пулнă

Паян, ноябрӗн 9-мӗшӗнче, Раççей Президенчӗ Владимир Путин Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова Мускаври Кремльте йышăннă. Кун пирки патшалăх пуçлăхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.

Кремль представителӗ Тутарстанăн экономика, промышленность тата социаллă потенциалӗ пысăк пулнине палăртнă.

«Тутарстан –  экономика, промышленность тата социаллă потенциал енчен чи пысăк тата пӗлтерӗшлӗ регионсенчен пӗри шутланать. Президент кун пек тӗлпулусене тăтăшах ирттерет, ку та çавăн пек тӗлпулусенчен пӗри пулӗ», – тенӗ Раççей Президенчӗн пресс-секретарӗ.  

Рустам Минниханов республикăри хальхи лару-тăру çинчен, Тутарстанра пурнăçланакан проектсепм çинчен тата малашнехи аталану çинчен каласа панă. 

 


рустам минниханов владимир путин

Нет комментариев