Çӗнӗ хыпарсем

Хуракассинче трагеди пулнăранпа 65 çул

Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 1961 çулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче пулнă трагедие халӗ те лăпкăн аса илме çук. Шкулта тухнă пушарта ун чух 106 ачан (20-шӗ шкул çулне çитменни), 4 педагогăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă.

Сăлтавӗ – юнашар физика кабинетӗнче кино кăтартмалли проектор валли бензинлă двигателе юсанă чух бензин тивсе кайни (физика учителӗ вута сӳнтерес вырăнне чӳречерен тухса тарнă). Октябрь революцийӗн 44 çулне халалланă ирхи мероприятие ун чух 1 – 6 класс ачисемпе пӗрле вӗсен пӗчӗк шăллӗ-йăмăкӗсем те килнӗ – пӗтӗмпе 230 çын. Аслă класс ачисем вăл вăхăтра шкулта пулман, мӗншӗн тесен вӗсен мероприятийӗ каçхине иртмелле пулнă.

Ачасем çав тери нумай килнипе вырăн тăвас тесе парттăсене чӳрече патне купаланă, шкулти ытти сӗтел-пукана кабинетран тухмалли запас алăк патне куçарса хунă. Тивсе кайнă вута пула бензин бакӗ сирпӗннипе йывăç стенасемпе мачча самантрах çунма тытăннă. 5-10 минутранах шкул тăрри ишӗлсе аннă. Çапла 230 çынран 110-шӗ тухса ӗлкӗреймен. Виçӗ çемьен ун чух 4-шар ачи çунса вилнӗ... Хуракассинчи пушартан тухайманнисене пурне те пӗрле кунта тăванла масарта пытарнă.  (Михаил Захаров / "Татар-информ" ИА сăнӳкерчӗкӗ)


#общество

Нет комментариев