Лайăш районӗнче класс ертӳçисен форумӗ иртнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Лайăш районӗнче класс ертӳçисен форумӗ иртнӗ

Мероприятие Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен 300 ытла педагог – вӗрентекенсем, класс ертӳçисем, шкул çулне çитмен организацисен воспитателӗсем хутшӑннă.

Форум классных руководителей в «Инноватике»

Ноябрӗн 7-мӗшӗнче Лайӑш районӗнчи «Инноватика» нумай профильлӗ лицей çумӗнче Класс ертӳçисен регионсен хушшинчи I «Эпир пӗрле!» форумӗ иртнӗ. Асăннă форумăн тӗллевӗ – воспитани паракан ӑнӑçлӑ практикӑсемпе ылмашӑнма пӗрлӗхлӗ професси площадки йӗркелесси, регионсен  хушшинчи педагогика пӗрлӗхне çирӗплетесси тата вӗренӳ организацийӗпе çемье хутшӑнӑвӗн кӑтартӑвне ӳстересси.

Ӗç программи шайӗнче «Пӗлтерӗшлӗ калаçусем» пленарлӑ лару иртнӗ. Унта педагогика программисен дирекцийӗн ертӳçӗ специалисчӗ тата «Классная тема!» телекӑларӑм кураторӗ Андрей Борисович Федотов хутшăннă. Вӑл вӗрентекенсене федераллă проектсем, педагогсен çак пуçарусене хутшӑнма май пурри çинчен тӗплӗн каласа панă.

Форум классных руководителей в «Инноватике»

Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче хальхи вăхăтри чи актуаллă çичӗ сулăмпа мастер-классем иртнӗ: шкулпа çемье хутшӑнӑвӗ, педагогӑн харпӑр брендӗ тата медиа-практикăсем, воспитани ӗçӗнче цифра технологийӗсемпе тата искусствӑлла интеллектпа усӑ курни, патриотла воспитани, çавӑн пекех Тутарстан Республикин тата Удмурт Республикин класс ертӳçисен клубӗсен опычӗпе ылмашăнмалли пӗрлехи площадка.

Форум Класс ертӳçисен форумӗн активӗпе, тӗрлӗ çулсенчи амбассадорсемпе тата элчӗсемпе тӗл пулнипе вӗçленнӗ. Форума хутшӑнакансем кӑтартнӑ меслетсен практикӑлла пӗлтерӗшне палӑртнă, малашне пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлеме хатӗррине пӗлтернӗ.

Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.

 


Образование

Нет комментариев