«Восточный базар в Казани» Фестивале Раççейӗн 20 регионӗпе 40 ют çӗршывăн юрăçӗсем  хутшăнаççӗ
Тӗп хыпар

«Восточный базар в Казани» Фестивале Раççейӗн 20 регионӗпе 40 ют çӗршывăн юрăçӗсем хутшăнаççӗ

Паян Хусанта Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче наци культурисен халăхсен хушшинчи V «Россия – Восток» – «Восточный базар в Казани» фестиваль уçăлчӗ. Кăçал вăл «Хусан – ислам тӗнчин культура тӗп хули» хӳттинче Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа иртет.

Паян Хусанта Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче наци культурисен халăхсен хушшинчи V «Россия – Восток» – «Восточный базар в Казани» фестиваль  уçăлчӗ. Кăçал вăл «Хусан – ислам тӗнчин культура тӗп хули» хӳттинче Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа иртет.

Председатель ГС РТ Фарид Абдулганиев на открытии фестиваля «Восточный базар»

Фестивале Раççей Федерацийӗн 20 регионӗпе 40 ют çӗршывăн представителӗсем, çав шутра 30 ислам патшалăхӗнчен, хутшăнаççӗ. Хăнасемпе фестивале хутшăнакансене Тутарстан Раисӗн ятӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн Прдседателӗ Фарид Абдулганиев саламларӗ. «Юлашки çулсенче фестиваль халăхсен хушшинчи пысăк культура пулăмне çаврăнчӗ. 2026 çул – Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Хусан вара ислам тӗнчин культура тӗп хули. Çак икӗ пӗлтерӗшлӗ пулăм фестивалӗн философийӗпе килӗшсе тăраççӗ.

«Раççей – Хӗвелтухăç» культурăсен диалогӗпе пӗрлехи творчество урлă нацисен, регионсен, халăхсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетет. Тӗрев панăшăн эпир Ют çӗршывсен ӗçӗсен министерствине, çӗршывăмăрăн Культура министерствине, ЮНЕСКО ӗçӗсемпе Раççей Федерацийӗн комиссине тата çак пысăк та пӗлтерӗшлӗ проект аталанăвне тӳпе кӗртекенсене тав тăватпăр», – тенӗ салам çырăвӗнче Рустам Минниханов.

Рашит Вагапов на открытии фестиваля «Восточный базар»

Фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ, ТР Рашит Вагапов ячӗллӗ Тутар культурин фончӗн директорӗ Рифат Фаттахов палăртнă тăрăх, пилӗк çул хушшинче фестиваль республикăпа çӗршыв культурин паллă пулăмӗ пулса тăнă. Аса илтеретпӗр, фестиваль Тутарстанра 2021 çултанпа иртет. Ун тӗллевӗ – Раççейпе Хӗвелтухăç тата Ази çӗршывӗсен культура хутшăнăвӗсене анлăлатасси, нацисен хутшăнăвӗсене çирӗплетесси.  

Открытие фестиваля «Восточный базар»

Хӗвелтухăç тӗнчин юрăçисене пӗрлештерекен пӗртен-пӗр фестиваль вăл паяна. Кăçал  пуçласа ку фестивале Нигери, Эфиопи, Алжир, Бруней çӗршывӗсенчен хутшăнаççӗ. Унсăр пуçне Луганск Халăх Республикинчен тата Францирен килекенсем пур. Кăçалхи çӗнӗлӗх – Совет тапхăрӗнчи чи паллă икӗ коллектив – «Ялла» (Узбекистан) тата «Песняры» (Беларуç) пӗрле концерт пани. Гала-концерта паллă юрăçсем Роза Рымбаевапа (Казахстан) Адыгейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ Айдамир Мугу илем кӳрӗç.    

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 


#Восточный базар - 2026

Нет комментариев