Йăласене тытса пыма пӗлни, кулленхи пурнăçра сапăр пулни çывăх çынсемпе ăшпиллӗ хутшăнусем йӗркелеме пулăшать. Сăлтавсăрах парне туни юратнă çынна савăнтарать.
ТАКА
Эрне пуçламӑшӗнче хăвăрта иксӗлми вӑй-хал туятӑр. Çак кунсенче интуицие шанса питӗ тӗрӗс тăватăр. Ытларикун кӗтмен çӗртен кӑмӑлăра уçакан пулăмсем пулаççӗ. Тӑкаксене тӗрӗслесех тăрăр. Юнкун ӗç çине ытларах тимлӗх уйӑрни сирӗншӗн усăллă пулӗ.
ВĂКĂР
Тунтикун мӗнле иртесси планетӑсен витӗмӗнчен килет. Ытларикун пӗчӗк чӑрмавсем ура хума хăтланаççӗ е çула тухма тӳр илет. Юнкун çемйӗрте е кӳршӗсемпе кӑштах тавлашса илетӗр, пысăк хирӗçӳ тухасран асăрханăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ
Ку эрнере çынсемпе хутшӑнма лайăх, халь илекен хыпар усă кӳрӗ. Ытларикун çӗнӗ çынсемпе паллашасса систереççӗ çăлтăрсем. Эрне варринче вак-тӗвекпе тимлӗ пулăр, питӗ кирлине, пӗлтерӗшлине куçран вӗçертес хăрушлăх пур.
РАК
Тунтикун туйӑмăрсем ейӗве тухаççӗ тейӗн, упрăр хăвăра. Чикӗрен иртсе ан кулянăр, ан хумханăр, ан тарăхăр. Ытларикун çывӑх çыннăрсенчен пулӑшу килӗ, кӗтмен те эсир кун пек савăнăçа. Кӗçнерникун вӗчӗрхеннишӗн çав каçах ӳкӗнме тивет.
АРĂСЛАН
Эрне пуçламӑшӗнче хăвăра вăйпитти туйнă чух хастар ӗçсем туса юлма васкăр. Ытларикун партнерсемпе тӗлпулусенче шалти лидера «вăратăр». Канмалли кунсенче çемьепе, çывăх çыннăрсемпе пӗрле пулни хутшăнусене çирӗплетӗ.
ХӖР
Тунтикун кил-хуçалăхне тимлӗх уйăрмалла, вак-тӗвек ыйтусене çийӗнчех татса пама тивет. Ытларикун кӗтмен тӗлпулусене хатӗр пулăр, хыпарсем çак кун тӗлӗнтерӗç. Эрне варринче сывлӑх хăй çинчен асилтерӗ, кулленхи ӗçсене асӑрхасах тăмалла.
ТАРАСА
Тунтикун тавлашуллă ыйтупа компромисс тупма май килет. Ытларикун уççăн калаçнă хыççăн ӑнланманлӑхсем хутшăнура пӗтеççӗ. Юнкун пуçа килнӗ идейăсене çырсах хумалла, вӗсенчен чылайăшӗ усăллă пулӗç.
СКОРПИОН
Эрне пуçламăшӗнче харкам пурнăçпа çыхăннă ыйтусене татса памалла, тен, халиччен пысăка хунă хаклăхсем улăштарма тӳр килӗ. Юнкун пулни-иртнине тепӗр хут тишкерни усăллă пулӗ. Канмалли кунсенче сирӗн шанăç хăйне тӳрре кăларӗ.
УХĂÇĂ
Тунтикун çулçӳреве тухни тавракурăмăра анлăлатӗ. Ытларикун илнӗ хыпар сирӗншӗн питӗ усăллă пулӗ. Вӗренекенсен эрне варринче вак-тӗвек информацие тимлӗх уйăрмалла. Канмалли кунсенче ушкăнпа канни кăмăлăра çӗклӗ, сывлăхăршăн усăллă пулӗ.
ТУ КАЧАКИ
Эрне пуçламăшӗнче ӗçре дисциплина çинчен аса илтерӗç. Ытларикун ума лартнă тӗллевӗр патне тата пӗр утăм çывхаратăр. Юнкун çăлтăрсем пушă вăхăтăра çемьепе ирттерме хушаççӗ.
ШЫВТĂКАН
Тунтикун спортпа аппаланма пуçламалла. Эрне варринче творчествăпа аппаланни те, хăвăрпа пӗр шухӑшлӑ çынсемпе хутшӑнни те лайăх. Эрнен иккӗмӗш çурринче сывлăха тимлӗх уйăрни чир-чӗрсенчен сыхланма пулăшӗ.
ПУЛĂСЕМ
Эрне пуçламăшӗнче нумай хумханма, савăнма, тен, тарăхма та тивет. Ывăнтарать ку. Юнкун канни вӑй-хала тавăрма пулăшать. Кӗçнерникун ӗç-пуç эсир шутланă пек килсе тухмасть. Канмалли кунсенче çывăх çыннăрпа хутшăнусем çирӗпленеççӗ.
Нет комментариев