Çӗнӗ хыпарсем

Император килнӗ хыççăн Хусан сумӗ тата та ӳснӗ

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанти ТР Наци музейӗнче «Хусан кӗпӗрни: I Николай император Хусанта пулнăранпа 190 çул çитнӗ тӗле» курав ӗçлеме пуçлать.

Экспонатсем I Николай аллинче пулнă

фото 1 нацмузей рт

Хусанта ноябрӗн 11-12-мӗшӗсенче иртекен Пӗтӗм Раççейри наукăпа практика конференцийӗ çак пулăмпах çыхăннă. Унта Мускав, Санкт-Петербург тата Хусан тӗпчевçисем хутшăнаççӗ.

Курав проекчӗ I Николай император Хусанта пулса хула çине те, кӗпӗрне çине те витӗм кӳнине каласа парать. Çавăн пекех экспозици I Николай тапхăрӗ нумай енлӗ пулни çине пусăм тăвать: патшалăх политики провинци пурнăçне витӗм кӳнӗ. 1836 çулта император Атăлпа çулçӳреве тухсафото пресс-службы нацмузея рт кӗпӗрнери ӗçсене хăй куçӗ пек курса пӗлесшӗн пулнă. Ку тема куравра тӗп вырăн йышăнать.

Пӗтӗмӗшле илсен экспозици тăватă пайран тăрать: «I Николай тата Хусан», «Хусан кӗпӗрнинчи вӗрентӳ тата çутӗç», «Çар блокӗ тата тулашри политика», «Кӗпӗрнен социаллă экономика аталанăвӗ».

Император Хусан Кремлӗнче пулнине, I Николай истори палăкӗсене упрассипе çӗнӗ объектсен строительстви çине (çав шутра Кӗпӗрнаттăр керменӗ те) витӗм кӳнӗ. Куравăн пӗрремӗш пайӗнче I Николайăн престол çине ларнин манифесчӗ, коранаци вăхăтӗнче усă курнă 1826 çулта çаптарнă бронза медаль,  I Николай вензелӗпе паллă тунă эрешлӗ савăт-сапа, патша çемйин портретне ӳкернӗ графин – пӗтӗмпех чăннисем.

Провинци пурнăçӗнчи патшалăх политикин витӗмӗ

Атăлçи халăхӗсен культурипе кил-хуçалăхне те самай пысăк вырăн уйăрнă. Император Хусанта пулнă чух ун патӗнче çак тăрăхра пурăнакан халăхсем пынă. XIX ӗмӗрти наци тумӗсем каласа параççӗ çакăн çинчен. I Николай йышăнса çирӗплетнӗ

туренелли, литография азань

«кăтартуллă» мечӗтсен проекчӗсем çинчен те каласа парать курав. Шăп çав проектсенчен пӗринпе «Нурулла» мечӗте çӗкленӗ хулара. Сăмах май, çак çулсенчех Хусанта Шигабутдин Марджани çутӗç ӗçне пуçланă. Паллах, куравра унпа çыхăннă экспонатсем те пур.  

Вӗрентӳпе, çутӗçпе çыхăннă пайра Хусанти Арçынсен пӗрремӗш гимназийӗпе Хусан университечӗ çинчен калакан экспонатсем. Император гимназире те, университетра та пулса курнă.

Çар ӗçӗпе çыхăннă разделта 1836 çулхи августăн 20-мӗшӗнче Ар уйӗнче И.Н.Скобелев генерал командованийӗн Хусан гарнизонӗн çар смотрӗ иртни çинчен каласа парать. Стройра усă курмалли хӗç-пăшал, инженер-сапер пурттисем, кӗмӗлпе эрешлесе илемлетнӗ кинжалсем, Кавказ пистолечӗсем, тата вăрçăсенчи çӗнтерӳсемшӗн панă асăнмалăх медальсем курма пулать кунта.

Патшалăх пурлăхӗн министрӗпе П.Д.Киселевпа финанссен министрӗ Е.Ф.Канкрин ирттернӗ реформăсенчен социаллă экономика ӳсӗмӗ курăнать. Патшалăх хресчен кил-хуçалăхӗ çине витӗм кӳнине, ял хуçалăхне аталантарнине, финанс тытăмне тăнăçлăх кӗртнине «Кӗпӗрнен социаллă экономика аталанăвӗ» пайра курма пулать. Çакăнтах –  Хусанта шыв пăрăхӗсем хумалли çинчен калакан указ, патшалăх ассигнацийӗсем, кредит билечӗсем, коллежски асессор чинне пани çинчен калакан хут.

Император хулара пулни те, ун хыççăнхи çулсем те Хусан ятне çӳле çӗкленӗ, ытти кӗпӗрне хулисенчен самай çӳле.

ТР Наци музейӗнчи курав 2027 çулхи январӗн 20-мӗшӗччен ӗçлет, Пушкин карттипе те кӗме пулать.

Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службин.


#выставка

Нет комментариев