«Время героев» федераци программи Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе 2024 çулта март уйăхӗнче ӗçлеме пуçланă. Ун шайӗнче ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисем ятарлă пӗлӳ илме пултараççӗ.
Кадр программине хутшăнакансене ноябрӗн 9-мӗшӗнчен суйлама пуçланă. Кăçалтан унта аслă пӗлӳ илменнисем хутшăнма пултараççӗ. Вӗренме кӗме пӗтӗмӗшле вăтам, профессиллӗ вăтам е вӗçленмен аслă пӗлӳ пулни те çителӗклӗ.
Ятарлă вӗрентӳ программине хутшăнакансем малтан теорипе палашаççӗ, унтан куçăмлă тата каçăмсăр майпа вӗренеççӗ. Вӗренӳ процесне хальхи технологисемпе усă курса йӗркелеççӗ, çакă хутшăнакансене теорие алла илме, управленин практика компетенцийӗсене аталантарма тата вӗсемпе чăн условисенче çивӗч ыйтусене татса пама усă курма вӗренме май парать.
Вӗренсе тухакансем хуласенче, регионсенче тата федерацин власть органӗсенче пӗлтерӗшлӗ должноçсене йышăнма пултарӗç. Программăна хутшăнас тесен времягероев.рф порталта анкета тултармалла, эссе çырмалла, тестировани иртмелле. Заявленисене январӗн 25-мӗшӗчен ярса памалла.
Нет комментариев