Халăхсен Туслӑх Çуртӗнче ЧР халăх художникӗн Миша Григорянăн куравӗ уçăлчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен Туслӑх Çуртӗнче ЧР халăх художникӗн Миша Григорянăн куравӗ уçăлчӗ

Чăваш чунлă армян художникӗ тесе калас килет ун пирки. Ку чăн та çапла. Армян ӳнерçи Миша Григорян художник пек шăпах чăваш çӗрӗ çинче калăпланнă. Çавăнпа ун ӗçӗнче чăваш темипе çыхăннă ӗçӗсем шутсăр нумай. Тата ăна чечек ӳнерçи теме те пулать. Юратнă мăшăрӗ Людмила 50 çул тултарнă тӗле вăл тӗрлӗ чечексемлӗ 50 картина çырнă. Çапла вăл хăй юратăвне картинăсенче палăртнă.

Иртнӗ шăматкун, ноябрӗн 14-мӗшӗнче, ӳнер искусствине юратакансем Хусанти ТР Халăхсен Туслӑх Çуртӗнче пуçтарăнчӗç. Нумайăшӗ палăртнă вăхăтран маларах çитме тăрăшрӗ. Тӗллевӗ –  ӳнерçӗпе хăйпе курнăçиччен унăн ӗçӗсемпе паллашасси.  Картинăсем вара чылай чухне хăйсен хуçи çинчен ытларах та каласа параççӗ. Мӗншӗн тесен унта унăн чунӗ курăнать, сăмахпа каласа кăтартайманни уçăлать.

Открытие выставки народного художника ЧР Миши Григорян

Уяв залӗн стенисем çинче тӗлӗнмелле тӗнче уçăлать: пейзажсем, натюрмортсем, портретсем, пуринчен ытла вара – чечексем. Курав уникаллăхӗ – вăл тӗрлӗ халăхсене пӗрлештернинче те. Чылай картинăра чăваш çӗрӗн ялӗсемпе уй-хирӗсем, чăваш хӗрарăм сăнарӗсем... Ӳнерçи вара армян çынни – Миша Григорян.  Çавăнпа куракансен хушшинче ытларах çак халăх çыннисемччӗ.

Туслăхшăн чикӗ çук

«Туслăх чикӗсемсӗр» ятпа палăртнă курава. Ăна Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Миша Гришевич Григорян 80 çул тултарнине халалланӑ. Тата тепӗр пулăмпа та палăрчӗ мероприяти – чӑваш-вырӑс-армян словарьне хăтланипе. Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.  

Курава Тутарстан Халăхсен ассамблейин, ТР Халӑхсен Туслӑх Çурчӗн тӗревӗпе Армян наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Хатӗрленӳ ӗçӗсене ТР Чӑваш наципе культура автономийӗ те активлă хутшăннă.

Открытие выставки народного художника ЧР Миши Григорян

Курава уçнă çӗре Тутарстан Халӑхсен ассамблейин Ӗçтӑвком  ертӳçи, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ренат Валиуллин, «Раççей армянӗсен союзӗн» регионти уйрӑм председателӗ Михаил Хачатурян, ТР Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, ТР Художниксен союзӗн правлени  председателӗ Альберт Шиабиев, наципе культура пӗрлешӗвӗсен председателӗсем хутшăнчӗç.

Миша Григорян с представителями ЧНКА в РТ

Миша Григорян пултарулӑхӗ искусство тӗрлӗ наци культурисене пӗрлештернин, вӗсен хӑйевӗрлӗхне упранин çутӑ тӗслӗхӗ. Ун картинисенче Арменипе Чӑваш Енӗн йӑли-йӗркисем, тӑван çӗре юратни, халӑхсен историйӗпе ӑс-хакӑл еткерлӗхне хисеплени çăлкуç пек тапса тăрать.

Художник тӗрлӗ жанрпа ӗçлет. Портрет-и вăл, пейзаж е натюрморт – пуринче те пысăк ăсталăх палăрать. Ӳнерçӗн ӗçӗсем  Раççейри, ют çӗршывсенчи сумлă музейсенче, харпăр коллекцисен шутӗнче упранаççӗ.   

Чăваш Ен – иккӗмӗш кил пулса тăнă

Миша Григорян 1946 çулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче Арменири  Ленинакан хулинче (халӗ Гюмри) çуралнӑ. Ереванти ӳнер училищине пӗтернӗ хыççӑн Чӑваш Ене куçса килнӗ. Вӑл уншӑн иккӗмӗш тӑван çӗршыв пулса тӑнӑ.

Открытие выставки народного художника ЧР Миши Григорян

Сăмах май, Миша Гришевич Шупашкарти трактор заводне тунă чух объектра тӗп художник пулса ӗçленӗ. 1982 çултанпа Чӑваш Ен художникӗсен союзӗн ӳнер фончӗн художник-оформителӗ тата тӗп художникӗ пулса ӗçленӗ. Хальхи вӑхӑтра И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи ӳнер искусствипе ӳнер ӗçне вӗрентессин методика кафедринче вӗрентет. Ренат Валиуллин кашни ӗç кунне картинăсене пăхса киленнинчен пуçланине палăртрӗ.

«Пӗр эрне вӗсем кунта çакăнса тăраççӗ. Ӗçе килсен тӳрех çак зала кӗрсе картинăсене сăнатăп. Вара кунӗпе хавхаланса çӳретӗн, – терӗ Ренат Накифович. –  Кашни халăх уникаллă, унăн хăйӗн культури, пурнăç йӗрки, йăлисем. Кӳршӗллӗ пурăнсан та пӗр-пӗрин çинчен сахал пӗлетпӗр. Çакăн пек мероприятисем вара ку çитменлӗхсене путлантарма май параççӗ. Миша Григорян хăй картинисенче армянсене кăна çырмасть, Атăлçи халăхӗсене те пысăк тимлӗх уйăрать», – терӗ Ренат Валиуллин.

Сильвия Чаркина курава уявпа танлаштарчӗ.

Председатель Союза чувашских женщин РТ Сильвия Чаркина

«Паян эпир чăвашсемпе армянсемшӗн пӗлтерӗшлӗ икӗ мероприяти палăртатпăр. Вӗсемшӗн кăна та мар, куратăп, залра тӗрлӗ халăх çынни ларать. Çак кунсенче эпир, Тутарстан чăвашӗсем, кунта хамăрăн темиçе мероприятие ирттертӗмӗр. Миша Гришевич, сирӗн ӗçӗрсем çав тери шайлашуллă сыпăнчӗç вӗсемпе», – терӗ вăл.

  Чӑваш-вырӑс-армян словарьне 15 пин сăмах кӗнӗ

Виçӗ халӑх чӗлхине пӗрлештернӗ «Чӑваш-вырӑс-армян словарӗ»  кӑларӑмăн авторӗ «Раççей армянӗсен союзӗн» Чӑваш Республикинчи председателӗ Александр Ахвердян. Кӑларӑма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн наука тӗревӗпе хатӗрленӗ.

Презентация чувашско-армяно-русского словаря

Словарьте чи нумай усӑ куракан чӑваш сӑмахӗсем 15 пине яхăн, вӗсене вырӑс тата армян чӗлхисене куçарнӑ. Вулакансемшӗн  меллӗ пултӑр тесе армян сӑмахӗсене кириллицăпа  транскрипци те тунă. Словарь ӗçне Карина Мурадян, Марина Геворгян, Марина Усубова тата Алевтина Долгова хутшăннă. Кӗнекене Миша Григорянăн 40 яхӑн репродукцийӗ илем кӳрет. Малашне çак словарь пирӗн халăхсене тата та çывăхлатӗ.  

Открытие выставки народного художника ЧР Миши Григорян

Курава Софияпа Стефания Чаркинасен дуэчӗ, «Салам» фольклор ансамблӗ, музыкант тата юрăç Аршак Алтунян тата ытти артистсем юрă-кӗвӗпе илем кӳчӗç.

Сăнӳкерчӗксем ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн ВКри ушкăнӗнчен.


Искусство

Нет комментариев