Форум «Казань Экспо» курав центрӗнче ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа 13-мӗшӗччен иртет. Паян Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов тата Раççей строительствăпа ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин БРИКСăн Халăхсен хушшинчи строительсен эрнин куравне çитсе курнă.
Хăнасем малтан Тутарстан Республикин стенчӗпе палашнă: унта строительствăра тунă çитӗнӳсемпе пурнăçа кӗртнӗ проектсемпе, çавăн пекех транспорт, социаллă тата инженери инфраструктурине аталантармалли проекчӗсене кăтартнă.

Куçман пурлăх куравӗнче Раççейри, Беларуçри, Азербайджанри тата Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсенчи застройщиксем хăйсен çурт-йӗр строительствипе тата территорисене комплекслă аталантармалли проектсене, хула архитектурин, пурăнмалли хутлăхпа инфраструктурăна йӗркелемелли решенисене кăтартнă. Стройматериалсен площадкинче вара çуртсене тума, илемлетме тата йӗркелеме усă куракан технологисемпе оборудованисене, çавăн пекех хальхи йышăнусене сӗннӗ.
Экспозицие пăхса тухнă хыççăн Рустам Минниханов «Татлифт» компанипе Чечня Республикин Строительство, ÇКХ, топливо тата энергетика министерстви хушшинче, «Татлифт» тата «Точно» компанисен ушкăнӗ хушшинче, Ешӗлвар районӗпе «РИАЗ» компани хушшинче, çавăн пекех Ешӗлвар районӗпе «Лайнер Тек» компанисен ушкăнӗ хушшинче пӗрле ӗçлесси çинчен калакан килӗшӳсене алă пуснă çӗре хутшăннă.
БРИКС халăхсен хушшинчи строительсен эрни – куçман пурлăх рынокӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулăм тата çӗршывăн строительство отраслӗн тӗп мероприятийӗсенчен пӗри пулса тăраса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Кăçал ăна пӗрремӗш хут ирттереççӗ, малашне вăл Раççейре çулсерен иртерекен тӗп строительство пулăмӗсенчен пӗри пулмалла.
Форума хутшăнакансем палăртнă тăрăх, Хусан площадки республикăри çитӗнӳсене кăтартма кăна мар, тӗрлӗ çӗршыври çурт-йӗр тăвакансем, материалсем туса кăларакансем тата власть органӗсем хушшинче тӳрӗ çыхăнусем йӗркелеме май парать. Алă пуснă килӗшӳсем çурт-йӗр строительствипе хула инфраструктури сферинчи пӗрлехи проектсене пурнăçа кӗртмелли никӗс пулса тăрӗç.

БРИКСăн Халăхсен хушшинчи строительсен эрнин куравӗнче чăвашсем те пулнă. Тутарстанри паллă предприниматель, «Ключищинская керамика» производствăн хуçи тата строительство материалӗсен сферинчи темиçе компани учредителӗ Вадим Самаркин унта хутшăннă. Унăн çулталăкне 60 миллион таран кирпӗч кăларакан предприятийӗ республикăра стена керамикин малта пыракан производителӗсенчен пӗри шутланать. Куравра вӗсен фасадсем валли хатӗрленӗ облицовка кирпӗчӗн çӗнӗ линейкине тӑратнӑ.
Нет комментариев