Чăваш Пăрнайӗнче пурăнакан Татьяна Андреева 102 çул тултарнă
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Пăрнайӗнче пурăнакан Татьяна Андреева 102 çул тултарнă

Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнай ялӗнче пурăнакан Татьяна Васильевна Андреева çак кунсенче хăйӗн 102-мӗш çуралнă кунне паллă тунă, тесе пӗлтерет Элкел муниципаллă районӗн МАХри каналӗ.

Татьяну Андрееву поздравили с 102-летием

Татьяна Васильевнăна РФ Президенчӗн В.В.Путинăн, Элкел районӗн пуçлăхӗн А.Ф.Никошинăн ятӗнчен район Аппарачӗн Канашӗн ертӳçи Гульшат Халиуллина тата Чăваш Пăрнай ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильсур Зарипов килне пырсах саламланă.

Татьяна Васильевна 1924 çулта Куйбышев (халӗ Самара) облаçне кӗрекен Кутузов районӗнчи Тимофеевка поселокӗнче çуралнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Иван Андреевич Андреевпа çемье çавăрнă. Пӗр-пӗрне чӗререн юратакан мăшăр ачасем ӳстернӗ, район пурнăçне лайăхлатассишӗн ӗçленӗ.

Татьяну Андрееву поздравили с 102-летием

Татьяна Васильевна хăйӗн пурнăçне шкула халалланă – ачасене пӗлӳ панă. Миçе ăрăва вӗрентсе кăларман-ши опытлă педагог? Унăн ырми-канми ӗçӗ, тӳсӗмлӗхӗ тата тарăн ăс-хакăлӗ пуриншӗн те ырă тӗслӗх.

Сăнӳкерчӗксем Элкел муниципаллă районӗн МАХри каналӗнчен.

 

 


старожилы

Нет комментариев