Хаклă тусăмăрсем, вулаканăмăрсем! Сисмерӗмӗр те – ноябрь уйăхне те кӗтӗмӗр. Эппин черетлӗ çулталăк вӗçленесси те нумай юлмарӗ.
Çӗнӗ 2027 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли «Сувар» çырăнма манмарăр-и, тăванăмăрсем? Вăхăт питӗ хăвăрт иртет, пур ӗçе те вăхăтра тумалла, çав шутра – «Сувар» хаçата та вăхăтра çырăнмалла.
Хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнтараççӗ. Çавăн пекех Раççей Почтин сайчӗ урлă килтен тухмасăрах çырăнма пулать. Сăмах май, «Сувара» Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурăнакан йăхташсем çырăнса илсе вулаççӗ. Сире те, хаклă тусăмăрсем, хамăрăн вулакансен йышӗнче курма хавас эпир.
Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар кашни килте «Сувар»!
Нет комментариев