Пурăнмалли çур-йӗр условийӗсене тата 374 çемье лайăхлатма пултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăнмалли çур-йӗр условийӗсене тата 374 çемье лайăхлатма пултарать

Хусанти «Салават Купере» пурăнмалли районти «80 лет Победы» çурт-йӗр комплексӗнче тата икӗ çӗнӗ çурт хатӗррине, вӗсенче пурӗ 374 хваттер пулнине пӗлтерет Çурт-йӗр патшалăх фончӗн пресс-служби.

Фото Оксаны Бердниковой.Çӗнӗ çуртсене республикăри социаллă ипотека программи шайӗнче ТР Раисӗ çумӗнчи Çурт-йӗр патшалăх фончӗн инвестицийӗсем шучӗпе хăпартнă.  Халӗ вӗсене хута яма ирӗк паракан документсене кӗтеççӗ. Çывăх вăхăтра тата 374 çемье – бюджет сферинче ӗçлекенсем, программăна пурнăçа кӗртме инвестици хывакан предприяти ӗçченӗсем, çамрăк çемьесем, грант илекен тухтăрсем тата тăлăх ачасем – хăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатӗç.

Çуртри пур хваттер те  пурăнма хатӗр: вӗсене сантехникăпа, электроплитасемпе, пушар сигнализацийӗн датчикӗсемпе, шыва тата электроэнергие шута илмелли счетчиксемпе, çавăн  пекех ăшă регуляторӗсемпе тивӗçтернӗ.

2025 çулта тума пуçланă «80 лет Победы» çурт-йӗр комплексӗнче пурӗ 12 çурт пулать, вӗсен пӗтӗмӗшле  лаптăкӗ 120 пин тăваткал метртан ытла. Хальлӗхе çынсем 646 хваттерлӗ тăватă çуртра пурăнаççӗ тата 752 хваттерлӗ виçӗ çурта тума пуçланă.

Фото Оксаны Бердниковой.

Çуртсене пурне те çуран çӳрекенсен бульварӗ пӗрлештерет, унта уçăлса çӳреме, спортпа туслашма, ачасемпе выляма май пур. Кунтах  «машинăсăр картиш» концепцие пурнăçа кӗртеççӗ, çуртсенчи хваттерсен пӗр пайне сывлăх енчен çирӗп маррисем валли хатӗрленӗ.  

2026 çул пуçланнăранпа Çурт-йӗр патшалăх фончӗ Тутарстанри  хуласемпе районӗсенче 2223 хваттерлӗ 38 çурт туса хута янă, вӗсен пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 111,3 пин тăваткал метр. Çакă «Инфраструктура для жизни»  наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗрне – çынсене юрăхлă та хăтлă çурт-йӗрпе тивӗçтерме май панă.


госжилфонд Нацпроект "Инфраструктура для жизни"

Нет комментариев